Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнӑç çулĕпе - 102 çул.

09:36 29 октября 2018 г.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Москакасси ялĕнче пурӑнакан Неонила Степановна Белова шӑп 102 çул тултарчĕ. Çак кун ун патне хӑнана ачисем,тӑванĕсем, кÿршĕсем пуçтарӑнчĕç.

Неонила Степановнӑна саламлама Муркаш район администрацийĕ ячĕпе экономика пайĕн ертÿçи О.В.Тимофеева та килсе çитрĕ. Вӑл Н.С.Белована район администрациĕн пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев ячĕпе ӑшӑ сӑмахсем  каласа, тав  çырӑвĕпе парне парса чысларĕ. Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов ячĕпе те çакӑн пекех ӑшӑ сӑмахсемпе, илемлĕ юрӑсемпе саламларĕç культура ĕçченĕсем, парне парса хавхалантарчĕç вӑр-вар кинемее. Ветерансен канашĕн ертÿçи В.И.Беспалова Москакасси ял тӑрӑхĕнчи пĕтĕм ветерансен ячĕпе сӑвӑлласа саламларĕ, хӑйĕн ячĕпе илемлĕ юрӑ шӑрантарса парне тыттарчĕ Неонила Степановнӑна. Çавӑн пекех «Шураппа» ушкӑна çÿренĕ  Е.А.Пушкина та Неонила инкене тав сӑмахĕ каласа, юрӑ  юрласа  хавхалантарчĕ.  Чылайӑн пуçтарӑнчĕç кинемее саламлама. Пурте ӑна вӑрӑм кун – çул, сывлӑх сунса парнесем тыттарчĕç. Тулли  кĕреке  хушшинчен тухсан, Р.Семенов хуткупӑспа выляса пурне те ташӑ картине йыхравларĕ.  Паллах, пĕрремĕш ташлаканĕ Неонила Степановна пулчĕ. Вӑл ĕлĕкхине аса илсе, урисене майĕпен çуçтарма пуçларĕ. Ăна  пурте алӑ çупса хавхалантарса тӑчĕç. Каçченех унпатне хӑнасем килсех тӑчĕç. Чылая тӑсӑлчĕ уяв.

Паянхи кун та Неонила Степановна ӑс-тӑненчен çавтери маттур. Мĕн ачаран пуçласа, паянхи кунччен пулса иртнĕ кун – çулĕ пирки куç хупса каласа пама пултарать кинемей. Килнĕ хӑнасене хӑйĕн пурнӑçĕ пирки чылайччен каласа пачĕ. Итлеме çав тери интереслĕ пулчĕ килнĕ хӑнасене унӑн пурнӑçĕ пирки.

Çак  маттур та пултаруллӑ  аслӑ  кинемее, Н.С.Белована, малашне те таса сывлӑхпа пурӑнма ӑнӑçу та телей сунатпӑр!

 

Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ     Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика