Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тыр-пул уявĕ пурин кӑмӑлне те çĕклерĕ

08:54 20 октября 2018 г.

Çулсерен ял хуçалӑх ĕçĕсене вĕçлесен, Муркаш районĕнчи пĕтĕм халӑх тыр-пул уявне Муркаша пуçтарӑнать. Кӑçал та çак уява октябрĕн 19-мĕшĕнче чаплӑн туса ирттерчĕç.

Чылайӑшĕ  çак   кун хӑйсем туса ÿстернĕ пахча-çимĕçе ятарласа уйӑрнӑ вырӑнта сутма илсе килнĕ. Ял тӑрӑхĕсем хушшнче те кунта хĕрÿ конкурса хатĕрленни куçкĕретех. Кашни ял тӑрӑхĕ палаткӑсенче тĕрлĕрен кĕрхи йывӑç-чечексенчен тата пахча–çимĕç выставкине туса хатĕрленĕ. Куракансем нумай çĕнĕлĕх курса хавхаланса тӑчĕç.

Ял хуçалӑхĕнче пысӑк тÿпе хунӑ маттур та пултаруллӑ  ĕçченсене Чӑваш Республикин ял – хуçалӑх министерстви ячĕпе, Муркаш район администрацийĕ ячĕпе тав çырӑвĕсемпе хаклӑ парнесем парса чыс турĕç.

Аслӑ сцена çинчен культура ĕçченĕсемпе пултарулӑх ушкӑнĕсем хӑйсен пултарулӑхĕсемпе  халӑха тыткӑнларĕç. Мĕн тĕрлĕ юрӑ-ташӑпа савӑнтармарĕç пулĕ артистсем курма килнисене тата хӑнасене. Сцена çинче пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах Муркаш районĕнчи халӑха савӑнтарчĕç. Çак хушӑра, эпир те, Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи юрӑçсем хамӑрӑн пултарулӑхпа Муркаш район халӑхне савӑнтарма пултартӑмӑр. Акӑ Вера Макарова юрланӑ «Дороги России» юрра хумханмасӑр итлеме пулмарĕ. Евгений Тимофеев «Мы не птицы» юрӑпа пурне те ташша йыхравларĕ. «Всё ушло» юрра В.Макаровапа Г.Голубева шӑрантарчĕç. Кашни юрӑçах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем.

Чылая тӑсӑлчĕ савӑнӑçлӑ кĕрхи уяв концерчĕ. Юлашкинчен Муркаш район культура  пайĕн  ертÿçи Л.А.Рыжкова пурне те пысӑк тав сӑмахĕ каласа, тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕ.

Питех те хаваслӑ иртрĕ çак кун Кĕрхи уяв. Уявран пурте туллии кӑмӑлсемпе саланчĕç.

 

Чӑваш Республикин культура

Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ                                      Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика