Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мӗнле лайӑх кӗрхи ылтӑн вӑрманта

07:46 16 октября 2018 г.

Ҫутҫанталӑк илемне кашни ҫын хӑйне май курать. Ял урамӗсенче унта та кунта пилеш е палан тураттисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫырлисене халь-халь ӳкерессӗн йӑтса тӑраҫҫӗ.

Хĕвел çути йăвашрах

Çуллахи пек ăшăтмасть.

Вăрманĕ те ав шăпах

Кайăк сасси янрамасть.

     Вӑрмана пырса кӗрсенех, чунра ырӑ пулса каять. Утатӑн вӑрман тӑрӑх, ҫулҫӑсем ÿкеҫҫӗ ҫумӑр ҫунӑ пек. Мӗнле илемлӗ кӗрхи вӑрман, «Ылтӑн кӗркунне» - тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайрӗ, ҫумӑрӗ те ҫусах каймасть,  ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансенчи йывӑҫсем хӑйсен ылтӑн-мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ.

     Юпа уйӗхӗн 14-мӗшӗнче  Ямашри культура  çумĕнчи  «Ямаш ен»  фольклор ушкăнĕ те  (илемлěх ертÿçи Константинова Людмила Николаевна) вӑрмана кайса вӑйӑ картине  тӑрса юрӑсем юрласа савӑнчӗҫ.  Сап-сарӑ ылтӑн тӗслӗ хурӑнсем хушшинче хӗрлӗ кӗпеллӗ вӗренесем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах сип-симӗс чӑрӑшсемпе хырсем тӳпене кармашса лараҫҫӗ. Мӗнле лайӑх кӗрхи ылтӑн вӑрманта.  «Ямаш ен»  фольклор ушкăнĕ те, вӑрман илемӗпе киленсе савӑк кӑмӑлсемпе ял еннелле утрӗҫ.

 

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика