Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаваслӑ юрӑсемпе саламларӗҫ юбиляра

07:43 16 октября 2018 г.

Константинов Лев Валентинович  Канаш районне  кĕрекен Ямаш  ялĕнче 1963 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кун çути курнă.  Юбилей, 55 çул, çамрăклăхран  вăй питти вăхăта куçнă самант кăна-ха. Иртнине пăхсассăн  мĕн чухлĕ  ĕмĕтленни, пурнăçа кĕртни, ача- пăча ÿстерни, ăшă йăва çавăрни… Малта вара- малашлăх: çĕнĕрен те çĕнĕ ăнăçу, савăнса пурăнасси, юратнă çынсен пархатарĕ, телейлĕ пурнăç…

   Туй кĕрлеттерсе, пӗр мăшăр пулса тӑрса пурнăç çулĕ çинче те, анчахрах пӗрле утма пуҫланӑ пек туйӑнать. Анчах та атăл шывĕ чылай юхрĕ унтанпа, Лев Валентинович ун чухнехи пекех çамрăк та правур.  Лев Валентиновичпа Людмила Николаевна 34 ҫул каялла пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ, 3 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ – 2 хӗр те 1 ывӑл, паянхи куна вӗсен 4 мӑнук. Мӑнуксен шучӗ малашне хутшӑнасса шанса тӑратпӑр.Çак сумлă Юбилей, паллă кун ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, малашнехи пурнăçра та ăнăçусем, çирĕп сывлăх, вăй- хал, çемьере тату пурнăç та телей сунатпăр.

    Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫак сумлӑ юбилее Ямашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ямаш Ен» фольклор ушкăнӗ (илемлӗх ертÿҫи Константинова Людмила Николаевна)ирттерчӗ. Тӗрлӗрен илемлӗ, хаваслӑ юрӑсемпе саламларӗҫ  Ямаш каччисемпе хӗрӗсем юбиляра.  Лев Валентиновича  ҫуралнӑ кунпа ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй, иксӗлми телей сунчӗҫ.  Турӑ малашне те упратӑр сана! 

Юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлама тӗп хуларан «Уяв» ансамбль те килсе ҫитрӗ.  Тӗнчери мӗнпур ыррине сунчӗҫ вӗсем юбиляра — тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу.

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика