Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ыйтупа çыхăннă çивĕч ыйтусем

17:01 12 октября 2018 г.

2018 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсен вĕренÿ модулĕсене суйласа илмелли курс пуçланчĕ. Пурĕ 27 педагог çак программăпа вĕренме кăмăл турĕ. Вĕсем виçĕ модульпе вĕренсе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухĕç.

«Педагогика ĕçченĕсене çĕнĕлле аттестациленмелли çул-йĕр» ятлă пĕрремĕш модуле юпа уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче хаваспах çÿрерĕç, кăмăллă юлчĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Анна Егорова  паянхи кун вырăс тата вырăс мар шкулсен вăтам ÿсĕмĕнче ĕçлекен учительсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, вӗренекенсене çĕнĕлле аттестациленме мӗнлерех хатӗрленмеллине ӑнлантарчӗ. 

«Тăван чĕлхе тата литература» предмет талккăшĕн пулмалли результачĕсем патне çитмелли çул-йĕр» (юпа уйăхĕн 11-23-мĕшĕсенче) ятлă иккĕмĕш модуле куçăмлă майпа тата дистанци мелĕпе ирттерме палăртнă. Надежда Иванова доцент шкул практикинче чăваш литератури урокĕсене çĕнĕлле ирттермелли çул-йĕрпе, литература теорине вăйăллă-эстафеталлă вĕрентмелли ăслайсемпе, «чĕрĕ уроксен» хăйне евĕрлĕх майĕсемпе паллаштарчĕ.    

Вĕрентекенсем ушкăнсенче ĕçлесе харкамлăха, «критикăллă» шухăшлава аталантармалли, проблемăллă вĕрентÿ технологийӗсемпе йĕркеленĕ уроксен конструкторĕсене проектларĕç.

«Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине вĕрентÿпе методика енчен тивĕçтересси» виççĕмĕш модуле юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче куçăмлă майпа вĕренĕç, Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕнче стажировкăра пулĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика