Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Субботникра тӑрӑшрӗç

21:12 08 октября 2018 г.

Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшре субботник иртрӗ. Ялти хастарсем (волонтерсем) пуçарнипе  фельдшерпа акушер пункчӗн хыçӗнче веранда никӗсне ячӗç.. Тӑрӑшсах ӗçлерӗç пухӑннисем: хӑйӑр йӑтрӗç, раствор çӑрчӗç, çӑл тавра тӑпра купаларӗç, пахчана та тирпейлерӗç.  Вӑйлӑ çил те, хушӑран килсе пӗрӗхекен сивӗ çумӑр та чараймарӗ ырӑ ӗç тӑвакансене.

  «Пӗччен сурать – типсе пырать, ушкӑн сурать – кӳлӗ пулать», - тесе ахальтен каламан пуль ваттисем. Ушкӑнпа ӗçлеме те хаваслӑ. Каннӑ вӑхӑтра шӳт-кулӑпа хавхаланчӗçматтурсем.

ФАП заведующийӗ Л. Степанова К. Григорьев, Л. Николаева, В. Михайлов, П.Иванов, Д.Степанов волонтерсемпе клуб ӗçченӗсене пулӑшушӑн тав турӗ, çирӗп сывлӑх сунчӗ. Малашне çакӑн пек субботниксене ял халӑхӗ хастартарах хутшӑнасса шанас килет.

 

 

Ямашевское сельское поселение

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика