Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турханти вăтам шкул ваттисен кунне уявларĕç

16:40 01 октября 2018 г.

     Кĕр кунĕсем çитсе тăчĕç, вĕсемпе пĕрле — Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ те. Турханти вăтам шкулта та ваттисен кунне уявларĕç. Пĕр сехет тĕлне хаваспах пухăнчĕç аслă ăрури çынсем.

      Килнĕ хăнасем чи малтанах шкулпа паллашрĕç. 11-мĕш класра вĕренекенсем шкул çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕлĕхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.   «Шкул телевиденийĕ» кружока çÿрекенсем Ваттисен кунне халалланă çĕнĕ кăларăмĕпе паллаштарчĕç. Уйрăмах аслисене Алексей Кокель ячĕпе уçнă галерея килĕшрĕ.

      Малалла концерт пуçланчĕ. Валерий Осипов Турханти вăтам шкул директорĕ пухăннисене саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.

      Ольга Ефимова, Ольга Савельева, Елена Мылова, Владимир Башмаков ертсе пынипе 6,7,10 -мĕш класра вĕренекенсем вырăс тата чăваш халăх ташшисемпе савăнтарчĕç. Ксения Осипова, Ванесса Стефейкина, Дария Салмина, Татьяна Еремеева сăвăсем вуларĕç. Саккăрмĕшсем “Ырă ту” ятлă юрăпа паллаштарчĕç. Юрă хыççăн ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç.

      Ваттисен кунне хаваслă, усăллă йĕркеленĕшĕн ветерансем ертсе пыракансене чунтан тав туса ăнăçусем сунчĕç.

 

 

По материалам сайта МБОУ «Тарханская СОШ» Батыревского района

Тарханское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика