Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисеплĕ ватӑсем – сумлӑ кĕрекере.

16:40 01 октября 2018 г.

«Ватӑ çын – паллӑ çын», - тесе каланӑ мĕн ĕлĕкренех. Çак хисеплĕ те сумлӑ çынсен уявне Москакасси культура Çуртĕнче яланах октябрĕн 1-мĕшĕнче туса ирттеретпĕр. Кӑçал та çак уяв кĕрекине Москакасси ял тӑрӑхĕнчи сумлӑ çынсем пуçтарӑнчĕç. Кĕрекене кӑçалхи юбилярсем  илем кÿчĕç. Вĕсем 90 çултан пуçласа 75 çулсенчи юбилярсем пулчĕç.

Чӑн малтанах Москакасси ял тӑрӑхĕнчи пурӑннӑ тата пурӑнакан сумлӑ çынсем çинчен Верапа Анатолий Макаровсем ÿкернĕ киносюжетсемпе савӑнтартӑмӑр пухӑннисене.

Уява Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов тата Муркаш район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи О.В.Тимофеева уçрĕç.  Вĕсем пухӑннӑ сумлӑ çынсене уяв ячĕппе ӑшшӑн саламласа, çирĕп сывлӑх, вӑрӑм кун – çул сунчĕç. Малашне те çакӑн пек пĕрле пуçтарӑнса, уявсенене тулли кĕрекере савӑнӑçлӑ ирттерме ӑнӑçу сунчĕç.

Москакасси вӑтам шкулĕн директорĕ И.А.Иванов та пурне те уяв ячĕпе саламласа телей сунчĕ. Çавӑн пекех Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен ачасем аслӑ ӑрури çынсене илемлĕ юрӑ - ташӑсемпе хавахалантарчĕç.

Уява пуçтарӑннӑ юбилярсемпе ӑшӑ кӑмӑлтанах калаçу туса ирттертĕмĕр. Акӑ Москакасси ялĕнче пурӑнакан, 85 çул тултарнӑ  А.Т.Петров, хӑйĕн  пурнӑçĕ пирки чылай вӑхӑт хушши каласа пачĕ. Вӑрçӑ вӑхӑтĕнче мĕн тери  йывӑр пулнӑ пирки куççулĕ витĕр аса илчĕ. «Передовик» хуçалӑха çĕкленĕ çĕрте тракторпа çĕрне – кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ пирки те каласа пачĕ маттур та хастар асатте. Чылай юбилярпа паллашрӑмӑр çак кун сумлӑ кĕрекере.

Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе юбилярсене асӑнмалӑх парнесем парса чыс турӑмӑр.

«Колокольчик» ача-пӑча садĕнче музыкӑна вĕрентекен В.С.Макарова пухӑннисене илемлĕ те çепĕç сӑмахсем каласа чӑваш юррисем  парнелерĕ.

В.И.Беспалова, ветерансен канашĕн ертÿçи те пурне те çак чаплӑ уяв ячĕпе чĕререн саламласа илемлĕ чӑваш юрри парнелерĕ.

Паллах пухӑннӑ хӑнасене тутлӑ апат – çимĕçпе, вĕри чейпе те сӑйларӑмӑр. Пĕрле пухӑннӑ май, чылаях калаçса ларчĕç хисеплĕ те сумлӑ çынсем. Пурин кӑмӑлне те кайрĕ çак уяв. Тав сӑмахĕсем каласа майĕпен килĕсене саланчĕç килнĕ хӑнасем.

Чӑваш Республикин культура

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ                                                         Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика