Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Е. Кошелевӑн «Пĕчĕк вӑрӑ» калавĕ тӑрӑх ирттернĕ калаҫу урокĕ

17:16 19 сентября 2018 г.

Е. Кошелевӑн «Пĕчĕк вӑрӑ» калавĕ тӑрӑх ирттернĕ калаҫу урокĕ

Ирҫе Çармӑсри вӑтам шкулти чӑваш чĕлхипе литература вĕрентекен Т. Протасовапа вулавӑшри С. Акшарова шкулти вĕренекенсемпе Е. Кошелева «Пĕчĕк вӑрӑ» калава сасӑпа вулаттарса калаҫу урокĕ ирттерчĕҫ. Калав «Тӑван Атӑл» журналӑн   2018 ҫулхи  ҫурла уйӑхӗн № 8 пичетленнӗ.

Е. Кошелева Йĕпреҫ районне кĕрекен Çӑкалӑх (Липовка) ялĕнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш класранпах район хаҫачĕпе, республикӑра тухса тӑракан кӑларӑмсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Калав ҫӑмӑллӑн вуланать. Чĕлхе мелĕсемпе тĕлĕнмелле тĕрĕс те пĕлсе усӑ курать. Екатеринӑн чӑваш прозинче хӑйне евĕр уҫӑмлӑ, ҫепĕҫ, пысӑк туйӑмлӑ сассине ҫак калава вуласан пĕлме пулать.

Калаври тĕп сӑнар Лена, тин кӑна пурнӑҫ ҫулĕпе утма пуҫланӑскер, мĕн пĕчĕкренех ултавлӑ япалапа тĕл пулать. Кун пек «суя» паян кӑна «ҫуралман» иккен, амӑшĕ те пĕчĕклех тӱссе ирттернĕ суя япалана, унӑн хĕрĕ те пĕчĕккллех «астивсе» пӑхать. Çамрӑк ҫыравҫӑ пĕчĕк Ленӑн чун-чĕрин ырӑ енне, унӑн ҫутӑ, таса кӑмӑлне сӑнарлать. Юлашкинчен тĕрĕслĕх ҫиеле тухать: пурнӑҫри тĕрĕслĕхрен, ҫемьери ӑнлануран, ҫемье ӑшшинчен, ашшĕ-амӑшпе ачисен хушшинчи килĕшӱрен илемли пурнӑҫра нимĕн те ҫук иккен.

Персонажсен кӑмӑл-туйӑмĕ, ĕмĕчĕ-шухӑшĕ хальхи ҫамрӑк вулакансене илĕртет, анлӑ пурнӑҫ ҫулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет.

Çамрӑк ҫыравҫӑн Е. Кошелевӑн малашнехи хайлавĕсене вулакансем яланах хапӑл туса йышӑнасса шанатпӑр.

 

Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика