МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Литература сехечӗ «Çутă сăнарĕ манăçмасть»

17:06 04 сентября 2018 г.

2018 ҫулхи авăн 2-мӗшӗнче чăваш çыравçи, РСФСР тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентÿçи Трубина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитрӗ.  Трубина Мархви чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çыравçă, чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм-çыравçăсенчен пĕри. Вăл нумай повесть, калав, юмах, пьеса çырса хăварнă.

Муркаш районĕн тӗп библиотекинче ҫак паллӑ куна халаласа «Çутă сăнарĕ манăçмасть» литература сехечӗ иртрӗ. Мероприятие Муркашри вӑтам шкулĕнчи  7-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Библиотекарьсем ачасене Трубина Мархви кун-ҫулӗпе тата унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса тӗплӗн каласа пачӗҫ. Трубина Мархви ҫинчен анлăрах вуласа пӗлес туртӑма аталантарас тӗллевпе вӗренекенсене кӗнеке выставкипе паллаштарчӗҫ. Шкул ачисем Шупашкарта çыравçĕ ячĕпе урам тата ача-пăча библиотеки, Байгулово салинче Трубина Мархви урамĕ пурри çинчен пĕлчĕç. Марфа Дмитриевнăн «Ача чухнехи» автобиографиллĕ повеçĕн сыпӑкӗсене ачасем пĕри хыҫҫăн тепри вуларĕç.

Мероприяти вӗҫленнӗ май, ачасем активлӑ викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ, мероприятие хакласа анкета ыйтӑвӗсем ҫине хурав пачĕç.

Трубина Мархви хăйĕн произведенийĕсенче чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхне, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сÿнми ĕмĕтне, пулас çутă кунсен шанчăкне палăртать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн пурнăçне кăтартса парать.

Тăван чĕлхене аталантарассипе тата упраса хăварассипе Муркаш районĕн тӗп библиотеки тăрăшсах ĕçлеть.Литература сехечĕн тĕллевĕ -  Трубина Мархви литература еткерлĕхне упраса хăварасси, унăн хайлавĕсемпе ачасене интереслентересси.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика