Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи илемлĕ Кĕтĕквар

Кĕтĕквар – ĕлĕкхи ял. Ун çинчен пĕрремĕш хут архив докуменчĕсенче асăнни 1786 çула шутлама  пулать. Унта «Кудюквар как околодок деревни Байбахтиной (Шоршелы)» тесе çырни пур. Ял ятне вырăнти тарăн вара (çырма- вар) шута илсе панă, теççĕ.

Пысăках мар пулсан та Кĕтĕквар чаплă ял. Кунта ĕлĕкренех питĕ маттур çынсем пурăнаççĕ: орден-медаль, аслă пĕлӱ илнисем, вăрçă участникĕсем, паллă çынсем нумай. Вĕсем хушшинче çаксене уйрăмах асăнса хăварас килет. «Ӗçлĕх Хĕрлĕ ялав» ордене  илнсем: Некрасов Василий Матвеевич – бригадир, Николаев Владимир Николаевич – бригадир, Егоров Валерий Николаевич – колхоз механизаторĕ, Соловьев Николай Владимирович т- бригадир.

Хальхи вăхăтра пурнăç палăрмаллах улшăнчĕ пулин те ял пурăнать –ха.  Ҫынсем çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ, хуларисем каялла тăван килĕсене таврăнаççĕ.  Анчах та ялта ни клуб, ни лавка, ни, ĕлĕкхи пек, ĕç çук. Ҫакă ял çыннисене питĕ пăшăрхантарать.

Ҫапах та пуçа усмаççĕ Кĕтĕкварсем. Акă, сăмахран, çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсем те ял уявне уявларĕç, хăйсене май савăнчĕç. Ялта пурăнакансене тата хăнасене саламлама ял хутлăхĕн специалистчĕ Фатах Т.В. тата Шуршăлти «Ҫутă çăл» пултарулăх ушкăнĕклсе çитрĕç, ял-йыша савăнтарчĕç. Каласа хăвармалла «Ҫутă çăл» ку ялта пĕрре мар. Иртнĕ çул та ял, Ҫĕнĕ çул, кăçалхи çăварни уявĕсене Кĕтĕкварсемпе пĕрле ирттерчĕ. Малалла та çапла пултăр!

Уяв кăмăллă иртрĕ. Ăна хатĕрлекенсене, йĕркелекенсене Венера Федоровăна, Валентинапа Валерий Беловсене, Маргарита Григорьева депутата пысăк тав!



20 августа 2018
09:05
Поделиться