Комсомольский муниципальный округ

Александр Осипов поздравил Алимову Алиабену Айнетдиновну из д. Татарское Ивашкино с 90-летним юбилеем

Тутар Йăвашкел  ялĕнче пурăнакан Алимова Алиабену Айнетдиновна çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Али аппа  Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ялĕнче суралса ÿснĕ. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă.    

1953 çулта Тутар Йăвашкел каччипе Алимов Абдул-Борис Алимовичпа çемье çавăрса  2 ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ.

Али  аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча-çимĕç бригадинче тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçри ăна медальсем, Хисеп хучĕсем  парса чыс тунă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Паянхи кун ватă ывăлĕн çемьипе пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукамай-асаннене 13 мăнук тата вĕсен 7 ачи куç тулли савăнтараççĕ.

«Ачалăхăм вăрçăн йывăр çулĕсенче иртрĕ, тăраниччен çисе кураймарăмăр. Çăва тухсан вĕлтĕрен яшки нумай çинĕ, çавăнпа нумай пурăнтăм пуль», - куççулпе аса илет иртнĕ йывăр вăхăта ветеран. -  Çак çула çитсе те чирлесе больницăра выртса курман. Ачасем йĕркеллĕ ÿссе çитĕнчĕç, мăнуксем те ытарайми, вĕсемшĕн савăнатăп.  Хăлхам илтет, куçăм курать, пурăнасчĕ-ха».

Али аппана 90 çул тултарнă ятпа Комсомольски район администрациĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Осипов, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç парнесемпе чысларĕç. Александр Николаевич Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ.

«Али аппа, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн,  тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», - терĕ Геннадий Герольдович  ватăна саламласа.

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.



16 августа 2018
14:10
Поделиться