Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн артистсем В.Г.Теплова халалланӑ пысӑк уявра

16:54 06 августа 2018 г.

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Эчкерен çӑлтӑрĕсм» эстрада ушкӑнĕ, августӑн 4-мĕшĕнче, Çатракасси ял уявĕнче хӑйĕн илемлĕ юррисемпе, шÿчĕсемпе халӑха савӑнтарса килчĕ.

Уява кӑçалхи çул çиччĕмĕш хут туса ирттерчĕç.

Çак ялта çуралса ÿснĕ, хӑйĕн ĕçне хуткупӑспа çыхӑнтарнӑ, культура çуртĕнче тата Çатракасси вӑтам шкулĕнче юрлама, ÿкерме тата хуткупӑспа выляма вĕрентнĕ, Чӑваш Республикин культура тава  тивĕçлĕ ĕçченне, Теплов Василий Григорьевича халалласа ирттерчĕç. Кӑçалхи çул вӑл пурӑннӑ пулсан 90 çул тултаратччĕ.

Уява çак ялта пурӑнакан, Çатракасси вӑтам шкулĕнче вӑй хуракан, Хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи Светлана Васильевна Федорова ӑста ертсе пычĕ. Чӑн малтанах В.Г.Теплов ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хӑй вӑхӑтĕнче вӑл ертсе пынӑ хора çÿренĕ артистсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене сцена çине хӑпартса асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕкĕсем ÿкерчĕç.

Аслисем хушшинче хуткупӑспа вылякансен конкурсне туса ирттерчĕç. Ачасене валли те тĕрлĕрен конкурсем йĕркеленĕ.  Конкурса хутшӑнакансене пурне те Çатракасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе тав çырӑвĕпе тата хаклӑ парнесем парса чыс турĕ вӑр-вар Светлана Васильевна.

Уява тĕплĕнех хатĕрленнĕ. Ал ĕç ӑстисен, ÿкерчĕксен тата сӑн ÿкерчĕксен выставкине туса хатĕрленĕ.

Вучахра икĕ мӑн хуранпа така шÿрпи вĕресе ларать, сĕтел çине тутлӑ апат-çимĕç хатĕрлесе хунӑ. Техĕмлĕ шашлык шӑрши сӑмсана кӑтӑкласа тӑчĕ.

Уява пухӑннисене «Эчкерен çӑлтӑрĕсен» артитсчĕсемпе Çатракасси вӑтам шкулĕнчи ташӑ ушкӑнĕ илемлĕ юрӑ-ташӑсемпе хавхалантарса тӑчĕç. Куракансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç, чечек çыххисем парса хавхалантарчĕç.

Концерт вĕçленсен ял-йыш туллии кĕреке хушшине ларса тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйланчĕ.

Юлашкинчен ташлама кӑмӑл тӑвакансем ура çине тӑрса илемлĕ кĕвĕ çеммипе ташлама тухрĕç.

Каçченех кĕрлерĕ ял уявĕ. Уяв пурин кӑмӑлне те уçма пултарчĕ.

 

Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  Г.Г. Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика