Ача-пăча площадки йыхравлать
Енĕш Нăрвашри Ленин урамĕнче ача-пăча валли площадка тунă.
Ятарлă лапам йĕркелес шухăш темиçе çул каяллах çуралнă-ха. Ку урамра транспорт куçăмĕ вăйлă. Пĕчĕкскерсем аслисем асăрхаман чухне çул хĕрринчех выляса лараççĕ. Велосипедпа та çул хĕрринех тухса каяççĕ.
“Пĕр çын сурать - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать”, - тесе ахальтен каламан çав ватăсем.
Ниме тусан, пурте харăс тăрса ĕçлесен темле йывăр ĕç те парăнать. Çавах пĕр харсăрĕ пуçарса ямасăр ĕç вырăнтан тапранасшăн мар. Çакăн пек çынсем пулчĕç те Сергейпае Рада Ивановсем. Вĕсем килти ĕç-пуçа пăхмасăр ĕçе пуçласа вĕçличченех йĕркелесе тăракансем пулчĕç. Асамлă юмах пÿрчĕ те пураласа пачĕ С.Иванов.
Ытти хастар çынсене ятранах асăнса хăварас килет: Александр Мижеев, Иван Иванов, Николай Иванов, Дмитрий Леньков, Александр Ефимов, Иван Николаев, Владимир Николаев, Петр Алексеев, Александр Тимофеев. Пысăк тав вĕсене, ĕçĕсем ăнса пыччăр, сывлăхлă пулччăр. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшакансем те чылайăн: Людмила Николаева, Юрий Ефимов, Валерий Никитин, Маргарита Никитина, Алина Гурьева, Владимир Ефимов, Людмила Станюкова, Светлана Иванова, Лидия Евдокимова, Александр Дмитриев, Светлана Апполонова, Христофор Николаев, Светлана Алексеева, Алина Федорова, Людмила Сергеева, Галина Моисеева, Анатолий Филиппов, Лариса Степанова.
Кивĕ шинăсене Сергей Васильев Шупашкартанах турттарса килсе пачĕ. Площадкăна сăрласа илемлетнĕ кун вара ĕç уявĕ пекех туйăнчĕ. Ашшĕсемпе амăшĕсем те, ачисем те савăнсах ĕçлерĕç. Ял администрацийĕ те тирпей-илем кĕртме кăштах укçа-тенкĕ уйăрма май тупрĕ.
Халĕ лапамри ача-пăчан хаваслă сасси чуна çĕклентерет. Вĕсемпе тĕрлĕ темăпа калаçу та ирттеретпĕр. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса вылямалли, пурăнмалли, обществăлла вырăна тасалăхра тытмалли çинчен ăнлантаратпăр. Туслăх лапамĕ те тесе калас килет кану вырăнне. Ялти шăпăрлансем тĕрлĕ хуларан канма килнĕ ачасемпе хăвăрт туслашаççĕ.
Мĕн тунипе кăна лăпланса ларасшăн мар-ха. Площадкăна спорт инвентарĕпе пуянлатасшăн. Пухăнса Çĕнĕ çул уявĕ ирттерме ятарласа чăрăш та лартасшăн. Ачасемпе, аслисемпе уяв-конкурссем, вăйăсем йĕркелесшĕн.
Ачасем - пирĕн пуласлăх. Эпир вĕсене пĕчĕкрен ырра вĕрентсе ÿстернине курса хăйсем те çитĕнсен обществăн активлă членĕсем пуласса шанма пулать.