Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ешерет уй-хир, савăнать хресчен

Ешерет уй-хир, савăнать хресчен

"АКАРА - авăн, уявра - савăн", - тенĕ ваттисем. Акă, хресченĕн тĕп уявĕ - Акатуй - çывхарсах çитрĕ. Тахçантанпах пыракан ырă йăлапа, Акатуй умĕн районти уй-хирте калча мĕнле шăтса тухнине пăхса çаврăнаççĕ. Кăçал, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов сĕннипе, çур аки кăтартăвĕсене пĕтĕм йышпа курса-тĕрĕслесе тухрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ытларикун кашни хире çитсех кам мĕнле ĕçленине хак пачĕç.

Пурĕ 7255 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă çĕр ĕçченĕсем. 400 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 1250 гектар хĕвелçаврăнăш, 120 гектар соя акнă, "иккĕмĕш çăкăр" 155 гектар йышăнать.

Улмаллăри Владимир Митрофанов фермер акнă хирсем куçа илĕртеççĕ. Ниçта пĕр шăйрăк та курăнмасть. Темиçе çул хушши усă курман çĕре лайăх сухаласа-кăпкалатса тырă çитĕнтерет фермер.

- Малтанхи çул алла мотопăчкă тытса çамрăк вăрман пек ỹсекен йывăçсене касса тасатрăм, - каласа парать Владимир. - Халĕ хир пекех ĕнтĕ. Минерал удобренийĕпе усă курмастăп пулин те, каннă çĕр лайăх тухăç парать.

Фермер тĕштырă культурисене гербицидпа пĕрĕхме тытăннă. Çум курăк çывăрмасть, хими пулăшмасан пĕтĕм хире пусса илĕ.

Тунтикун çĕр çыннисем тахçантанпах кĕтнĕ çумăр çуса савăнтарни çут çанталăка тата та илемлетет. Улмаллă улăх-çаранĕ, йĕри-таврари вăрманĕ кăмăла çĕклеççĕ.

- Сирĕн кунта йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшмалла, - сĕнỹ пачĕ фермера район администрацийĕн пуçлăхĕ. Владимир Митрофанов ун шухăшĕпе килĕшнине пĕлтерчĕ. 10-15 пуç ĕне усрамашкăн вăй çитмеллех. Сурăхсем те ĕрчетме май пур. Ан ỹркен кăна.

Фазулла Рахматуллов фермер - Палтиел тутарĕ. Хăйсен ялĕ çывăхĕнчи çĕрсене акса хăварнипе çеç çырлахмасть хастар çын. Улмаллă тăрăхĕнчи пушă выртнă, вăрман ашкăрма пуçланă вун-вун гектара та "ĕçлеттерет". Тен, малтанхи çулсенче пысăк тупăш та илеймест пулĕ, анчах фермер мал ĕмĕтпе пурăнать. "Çĕр ахаль выртсан хурланать", - теççĕ ваттисем, - терĕ Фазулла Сагадатуллович. - Район администрацийĕ акăнман çĕрсем ан юлччăр тесе чĕнсе каланине эпĕ чунтан ырлатăп".

Чукалти Валерий Симурзин фермер хирĕсене те пăхса çỹрерĕмĕр. Çĕр улми те çитĕнтерет вăл, çак культурăн сорчĕсене те çĕнетсе пырать.

- Ялта ман пирки шỹтлесе: "Çĕр улми улпучĕ", - тесе те калаççĕ, - йăл! кулать фермер. - Кашни çулах пысăк тупăш илеймесен те, "иккĕмĕш çăкăр" мана хур кăтартман-ха.

Улмаллă, Чукал, Кивĕ Чукал çĕрĕсене "АгроТранСпорт" ООО арендăна илни те - районшăн пысăк пулăшу. Инвестор акнă хирсенче калча хỹхĕм çитĕнет. Хĕвелçаврăнăш та лайăх шăтса тухнă. Минерал удобренине кирлĕ чухлĕ хывнипе тухăç та пысăк пуласса шанма пулать.

"АгроТранСпорт" ООО çĕрпе усă курнăшăн аренда укçине вăхăтра тỹлесе пырать, халăха та кỹрентермест.

Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи фермерсем акса хăварнă хирсене те мухтамалла. Олег Хлюкинпа Алексей Иванов выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, фермер хуçалăхĕсене аталантарсах пыраççĕ. Олег Анатольевич, акă, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕпе тата продукци туса илессипе районта чăн малта пырать. Республикăра та вăл чи лайăх ĕçлекен фермерсен йышĕнче.

Виçпỹрт Шăмăршă, Васан, Ярăслав, Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Чаткас хирĕсенче те лайăх шăтса тухнă калча хĕвел ăшшипе çỹлелле туртăнать. Патирексемпе палтиелсене те хурламалла мар. Чăнах та, каярах акнă хирсем куçа илĕртеймеççĕ-ха, çапах та çĕр çыннисем тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине ĕненес килет.

Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ, хирĕсене кăтартса çỹрерĕ. Чăннипех те маттур çав Василий Николаевич: тухăçлă тырпул çитĕнтернипе пĕрлех тăван çут çанталăкшăн та тăрăшать. Ял çыннисем валли илемлĕ кану вырăнĕ туса панă: сенкер кỹлĕре халĕ пулă тытма та, çуллахи шăрăх кун шыва кĕрсе савăнма та пулать.
Акатуй умĕн ялсене мĕнле тирпей-илем кĕртнине те пăхса тухрăмăр. Пăчăрлă Пашьел ялĕ пурне те килĕшрĕ: урамсенчи тĕрлĕ хыт-хурана косилкăпа тирпейлĕ çулса тухнă, ăçта та пулин çỹп-çап купаланса вырнине те курма çук. Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас ялĕсенче те тирпейлĕхшĕн тăрăшни палăрать. Çапах та пур çĕрте те тасалăхшăн тăрăшаççĕ теме çук. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çакна хăйсен куçĕсемпе курчĕç, çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме шантарчĕç.



06 июня 2018
10:02
Поделиться