Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чĕмпĕрсем чăвашла вуларĕҫ

Чĕмпĕрсем чăвашла вуларĕҫ

Ҫĕртме уйăхĕн пуҫламăшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче йăлана кĕнĕ чăваш халăх уявĕ - область Акатуйĕ иртрĕ. Елчĕк район администрацийĕн пуҫлăхĕ Н.П.Миллин ертсе пыракан делегацире районти тĕп библиотека ĕҫченĕсем, библиотека системин директорĕ Алина Петровапа краеведени пай ертӳҫи Людмила Зайцева те пулчĕҫ. Вĕсем республика тулашĕнчи ентешсем валли «Тăван тавралăх-Елчĕк Ен» курав хатĕрленĕ. 

Республика тулашĕнче чăвашсем йышлăн пурăнаҫҫĕ. Уйрăмах вĕсем Чĕмпĕр облаҫĕнче нумай. Чăвашсен наципе культура автономийĕ тата Наци культурисене ҫĕнетсе аталантаракан центр, Елена Мустаева тĕп редактор ертсе пыракан Чăваш таврапĕлӳҫисен пĕрлĕхĕн Н.Я.Бичурин, Чăваш халăхĕн ҫамрăксен Альпăрт Канаш ячĕллĕ премисене, Чăваш халăхĕн наукăпа искусство академийĕн Н.В.Никольский ячĕллĕ 1-мĕш степеньлĕ орденне, Ульяновск область кĕпернатттăрĕн Халăхсен туслăхĕн медальне тивĕҫнĕ «Канаш» хаҫат Чĕмпĕр облаҫĕнче чăваш наци хăйевĕрлĕхне аталантарас тесе пысăк ĕҫ туса пыраҫҫĕ. УОЧНКА пуҫлăхĕ, пирĕн ентеш Олег Мустаев туса пыракан ĕҫе вара нимĕнле виҫепе те виҫме ҫук.

Кĕнеке выставкипе паллашнă май куракансем чăваш тумĕ, ташши-юрри, йăли-йĕрки, йăх-нĕсĕлĕ ҫинчен калаҫрĕҫ. Вăрҫăпа ĕҫ ветеранĕсем, ҫамрăксем, ачасем куравпа паллашрĕҫ. 

Район 90 ҫул тултарнă май хатĕрленĕ «Реализация инициатив Президента Российской Федерации в Яльчикском районе Чувашской Республики» буклетпа «Знакомьтесь, Яльчикский район» инвестици каталогне хапăл туса йышăнчĕҫ. «Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕ», Петр Содоровăн «Спорт энциклопедийĕ», Николай Малышкинăн «Чыслăх салтакĕсем» кĕнекесемпе, ял историйĕсемпе кăсăкланакансем уйрăмах йышлă пулчĕҫ. Ульяновск область кĕпернаттăрĕ Сергей Морозов пирĕн пултаруллă та ĕҫчен паттăрсем ҫинчен ҫырнă кĕнекесемпе паллашрĕ. 

Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан ытти халăх ҫыннисем те юлман ку уявран. Вĕсем чăвашсене сума суса килни туслăх ҫултан ҫул ҫирĕпленсе пынине кăтартать.

Чĕмпĕрсем тĕп библиотекăна парнеленĕ икĕ томлă «Краткая Чувашская Региональная Энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» кĕнеке пирĕн вулакансемшĕн паха парне пулчĕ.



04 июня 2018
14:28
Поделиться