Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Андреевичсåр иртекен пирвайхи юбилей

08:33 15 мая 2018 г.

Паян, 2018 çулхи çу уйåхĕн 15-мĕшĕнче, чåваш тата ытти тĕрĕк чĕлхисене тĕпчекен ученåйсем, тåван чĕлхемĕре вĕрентекенсем тĕрĕк тĕнчишĕн паллå ученåй Иван Андреевич Андреев профессор çуралнåранпа 90 çул çитнине паллå тåваççĕ.

Иван Андреевичåн юлашки ĕç вырåнĕ Чåваш Республикин вĕренÿ институчĕн чåваш чĕлхипе литератури кафедри пулчĕ. Кунта ученåй профессор должноçĕнче ĕçлерĕ.

Иван Андреевич пĕтĕм пурнåçне чåваш чĕлхи åслалåхĕпе, чåваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе çыхåнтарнå çынччĕ – кафедрåра вара чåваш чĕлхине вырåс шкулĕнче вĕрентессишĕн ответлåччĕ, çавåнпа лекцисемпе практика занятийĕсене ирттернисĕр пуçне шкулсене тухса çÿретчĕ, курс ĕçĕсене ертсе пыратчĕ. Иван Андреевича эпир яланах хамåр институтåн åслåлåх канашĕн членне çирĕплетме сĕнеттĕмĕр. Кунсåр пуçне пирĕн профессор Гуманитари åслåлåхĕсен институчĕн ученåй совечĕн ларåвĕсене çÿретчĕ, Чåваш Республикин патшалåх премийĕсен комиссийĕнче  те ĕçлетчĕ.

И.А. Андреев профессор хåйне чåваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе тачå çыхåнтарнå тĕпчевçĕ тесе шутлатчĕ. Ку чåнах та çапла пулнå. Иван Андреевич Калинино педучилищине пĕтернĕ, Етĕрнере педучилищĕре, Канашра учительсем хатĕрлекен институтра, Чåваш патшалåх педагогика институтĕнче, Чåваш патшалåх университетенче вĕрентнĕ. Çаванпа åслåлåха практикåран пĕртте уйåрман.  Ăслåлåх çулĕ Иван Андреевича психологи енĕпе яма пултарнå, анчах Мускавран аспирантрåна вĕренме чĕнсе янå йыхрав таçта Шупашкарта çухалать те, Иван Андреевич пĕтĕм пурнåçне чåваш чĕлхине тĕпчесе ирттерет. Иван Андреевичåн åслåлах ертÿçи паллå тюрколог В.Г. Егоров профессор пулни те пысåк пĕлтерĕшлĕ. И.А. Андреев чĕлхе историйĕпе кåсåкланнå пулин те, тĕпчев ĕçĕсене хальхи чĕлхене тĕпчесе çырнå. Çырнå ĕçĕсенчен чи пысåк пайĕнче сåмах чåваш чĕлхин грамматики çинчен пырать. Кандидат диссертацийĕ ученåйåн чåваш чĕлхинчи причастисене халаланåскер пулнå. Причасти ыйтåвне тишкернĕ май хутлå тата хутсåр предложенисем пĕр-пĕринчен мĕнле уйрåлса тåнине татса памасåр май килмен, мĕншĕн тесен тюркологсем хутлå предложени ыйтåвĕ пирки хĕрсе кайса тавлашнå. Тавлашура Иван Андреевич Н.К. Дмитриев профессор концепцине йышåнать. Диссертацие çамрåк ученåйåн дискусси хыççåн тин хÿтĕлеме май килет.

Çакнашкал чåрмав тавраш И.А. Андреев профессор пурнåçĕнче час-час пулать, мĕншĕн тесен ученåй яланах çĕннине, нумай çын пуçĕнче çирĕпленнĕ теорипе килĕшмен шухåша каланå. Тĕслĕхрен, шкул программине сÿтсе явни, орфографи тавлашåве ман асран халь те каймасть. Эп хам куçпа курманни тата мĕн чухлĕ пулнå-ши?!

75 çул тултарнине паллå тунå çул Иван Андреевичåн хåйĕн иртнĕ пурнåçне аса илсе пĕтĕмлетнĕ вåхåт пулнå куранать. Пĕррехинче кафедрåра профессор çапла каларĕ: «Мана çåмал пулмарĕ. Ялан тенĕ пек пĕччен пултåм. Хÿтĕлекенсем хамåр йышра тупåнмарĕç – орфографи ыйтåвĕпе кåна Иван Павловичпа эсир иксĕр пулåшрåр», – терĕ.

Иван Андреевич хåйне курайман çынсем çук тесе шутлатчĕ: «Эп никама та усал туман», – тетчĕ. И.А. Андреев пек çынсен кĕвĕçсем, тåшмансем пулман теме çук (И.Я.Яковлев çутта кåларуçа аса илĕр), мĕншĕн тесен ученåй оппонентсене хыттåн хуравлама та тиветчĕ.  Темпераментне кура Иван Андреевич кампа та пулин вĕриленсе калаçнине час ирттерсе ярать пек туйåнатчĕ мана. Тен, ку шухåшåм ман тĕрĕсех те мар пуль, мĕншĕн тесен, Иван Андреевичåн мåшåрĕ Евгения Яковлевна каланå тåрåх, ученåй шухåшласа, кулянса çывåрман каçсем час-час пулнå. Тухтåрсем те ватлåха кайнå çынна: «Эсир хåвåра хирĕç каланине чуна ытла çывåх илетĕр. Сирĕн пåшарханма юрамасть», – тесе асåрхаттарнå.

Мĕн тесен те, мана И.А. Андреев теорийĕ шкулта чåваш чĕлхи вĕренĕвне никĕслесе тåни, профессора чылай çын ырåпа асåнни савåнтарать, пуласлåха шанма хистет. Тĕрĕслĕх вåл хåçан та пулин çиеле тухать.

         Наци вĕренĕвĕ центрĕн åслåлåх ертÿçĕ ĕçтешĕ Ю.М. Виноградов доцент.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика