Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх асăнчен ĕмĕр тухми кун

Халăх асăнчен ĕмĕр тухми кун

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ пуриншĕн те чи çутă та пысăк уяв. Майăн 9-мĕшĕ пурне те - ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, çамрăксене, ачасене - пĕр тытăма пĕрлештерет. Кăçал ăна 73-мĕш хут паллă тăватпăр. Çак сумлă уяв Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсенче те чыслăн паллă турĕç. Культура çурчĕ умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе шарсем, лозунгсемпе плакатсем çапса илемлетнĕ, кунĕпех вăрçă çулĕсенчи юрăсем янăрарĕç.

Чаплă митинга тыл ĕçченĕсем, Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Самарин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Еремеев, Çĕньял шкул директорĕ Анатолий Бабаев, район администрацийĕн представителĕ Алина Антонова, икĕ ял халăхĕ, кунти шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, садика çỹрекен шăпăрлансем, Шупашкартан тата Мускавранах килсе çитнĕ ентешсем пухăнчĕç.

Уяв программи чăннипех те пуян пулчĕ. Пухăннисене, вăрçăран таврăнайман ентешсене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсемпе чĕрĕ чечек çыххисем хунă хыççăн , Çĕньял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Самарин ветерансене тав сăмахĕ каласа ырă сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн Çăл Атăк ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан В.Н.Осторумов сăмах илчĕ: " Хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе - 73 çул. Эпир мирлĕ те тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнатпăр. Эсир ветерансем, тыл ĕçченĕсем, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пур йывăрлăха чăтса ирттернĕ, ун хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне çĕкленĕ. Тавтапуç сире паянхи пурнăçшăн! Пирĕн вăрçăра пуçне хунă ентешсене яланах асра тытмалла, çитĕнекен ăрăва та çакна хăнăхтарса пымалла. Тỹпере яланах мирлĕ пурнăç пултăр! - терĕ Вениамин Николаевич. Уява хутшăннă ытти ответлă çынсем те хăйсен сăмахĕсенче ыррине çеç сунчĕç. Шкул ачисем пухăннисене патриотизмла юрă-ташă парнелерĕç.

"Вилĕмсĕр полк" колонни икĕ пая пайланса ялсен урамĕсемпе Аслă Çĕнтерĕве туптанă паттăрсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтса юрăсем юрласа утса тухрĕ. Çакна та каласа хăвармалла: паттăрсен сăн ỹкерчĕкĕсене пĕр евĕрлĕ те хитре илемлетме Н.Н. Осипов тата В.Н. Остроумов ентеш - меценантсем пулăшни ял халăхне, тăван тăрăха сума сунине пĕлтерет.

Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсенчен хăрушă вăрçа 130 çын тухса кайнă, вĕсенчен 74-шĕ тăван тăрăха таврăнайман. Шел пулин те, 56-шĕ вăрçăран таврăннă хыççăн вилнĕ.



09 мая 2018
07:54
Поделиться