Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

«Иван Яковлевич Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ» ятлă интернет – викторина иртрĕ

Етĕрне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ район шайĕнче «Иван Яковлевич Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ» ятлă интернет – викторина ирттерчĕ. Çак викторинăра пурĕ 36 ача 16 вĕренÿ учрежденийĕсенчен хутшăнчĕç. Хутшăнакансем Чăваш Республикине пĕтĕм тĕнчипех чапа кăларнă ăсчах çинчен тĕрĕс хуравсем пама пултарчĕç, хăйсен тавракурăмĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартрĕç.

Пуринчен те ытларах çак ачасем тĕрĕс хурав пама пултарчĕç:

Вырăс шкулсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем : Рожков Н., Владимирова К. (Етĕрнери 3-мĕш вăтам шкул); Сорокин Р. (Етĕрнери 1-мĕш гимнази).

Чăваш шкулсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем: Охтерова Е., Поликарпов К. (Пĕрçырланти тĕп шкул); Ильин Д., Питернова И. (Урпаш вăтам шкулĕ); Гордеева А., Васильев А., Данилова К. (Мăн Чурашри вăтам шкул); Юхтанова Е. (Ирçери тĕп шкул).

Саламлатпӑр сире, ачасем!



20 апреля 2018
14:29
Поделиться