Комсомольский муниципальный округ

"Туркай вулавĕсем" фестиваль иртрĕ

"Туркай вулавĕсем" фестиваль иртрĕ

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕ кашни килен-каяншăн уçă пулчĕ. Çак кун унта Хырай Ĕнелсен хастар ывăлĕн Валери Туркайăн поэзине юратакансем чылайăн пухăнчĕç. Хастарсемпе "Кĕтне" ентешлĕх пуçлăхĕ хăй те пĕрле пулчĕ.

Паллă ентешĕмĕр ячĕллĕ "Туркай вулавĕсем" поэзи фестивальне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕ. Вăл Валерий Владимировича черетлĕ çуралнă кунĕпе ăшшăн саламларĕ, çемьере килĕшỹ, творчествăра вара ăнăçу сунчĕ.

- Мĕн вăл телей? Ăна кашниех тĕрлĕрен ăнланать. Хам пирки калас пулсан, эпĕ хама телейлисен йышĕнче куратăп. Кашни çыравçăшăн мĕн паха? Паллах, ăна ăнланни, йышăнни - чи аванни. Апла пулсан эпир кирлĕ! Эпĕ çырни никама та кирлĕ мар тесе нихăçан та каламалла мар, çамрăксем. Вăл питĕ кирлĕ! Пирĕн пуласлăх - сирте! - терĕ Валери Туркай.

Пухăннă хăнасемпе шкул ачисем районти культура çурчĕ çумĕнчи В.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕн режиссерĕ Лариса Носова Валери Туркайăн произведенийĕсенчен хатĕрленĕ спектакль сыпăкĕпе паллашрĕç. Пурнăçпа унăн чăнлăхне сăнланăскер, куракансене килĕшрĕ.

Валери Туркай тăван ене пушă алăпа килмен - поэт пухăннисене пурне те "Кĕтне" ентешлĕх кăларакан "Кĕтне шевлисем" хаçата парнелерĕ. Тинрех çеç кун çути курнă кĕнекисемпе те паллаштарчĕ.

Часах поэзи фестивалĕ пуçланчĕ. Унта районти тĕп тата вăтам шкулсен 5-11-мĕш классен (виçĕ ỹсĕмри 50 яхăн ача) вĕренекенĕсем тупăшрĕç. Чăваш тумне тумланнă чипер яшсемпе хĕрсем çине пăхма та кăмăллă. Шурă хурăн пек яштака та патвар уçă саслă пикесем епле хатĕрленнине жюри чле-нĕсем хак пачĕç. Паллах, çак кун вĕсене пачах та çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен çамрăксем пĕринчен тепри маттур, чипер, хастар та патвар. Апла пулин те чи пултаруллисене тупса палăртрĕç-палăртрĕçех. 5-6-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шурут вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Анастасия Носкова "Ентешĕмсене - Каçал ен арĕсене" сăвăпа çĕнсе илчĕ. Вăл куракансене уçă сассипе кăна мар, хăйне сцена çинче тытма пĕлнипе те тыткăнларĕ. Иккĕмĕш вырăна Аслă Чурачăк тата Хирти Явăш шкулĕсен вĕренекенĕсем Софья Пушкинапа Антон Карпов тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăнпа вара Хирти Выçли тĕп тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсенче ăс пухакан Анна Зверевăпа Карина Евдокимова палăрчĕç.

7-8-мĕш классенче пĕлỹ илекенсем хушшинче Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ольга Еремеева "Чăваш тупи" сăвва вуласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. "Туссем, эп сире юрататăп!" сăвва пăхмасăр каласа Анастасия Крылова иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Хĕрача Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче вĕренет. Виççĕмĕш вырăнпа Хирти Выçли тĕп шкулĕнче пĕлỹ пухакан Ксения Мурзаева, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Валентина Калюканова тата Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче ăс пухакан Инесса Зайцева палăрчĕç. Çамрăксем поэтăмăрăн "Тусăмсене", "Тирексем" сăввисемпе ыттисене паллаштарчĕç.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Матросова сцена çинче хăйне чăн-чăн артист пек тытса куракансемпе жюрие чăннипех тыткăнларĕ. Чиперкке поэзи фестивалĕнче 9-11-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна вара Комсомольски 2-мĕш вăтам тата Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсенче пĕлỹ пухакан Елена Крыловăпа Кристина Степанова тивĕçрĕç. Хĕрачасем "Телейлĕ лĕпĕш" тата "Çĕкле пуçна, юлташăм!" сăвăсене пăхмасăр вуларĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Диана Гафурова фестивальте виççĕмĕш вырăнпа палăрчĕ. Çавăн пекех çак кун виççĕмĕш вырăна Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Виктория Чернова та тивĕçрĕ. Хĕрупраç ыттисене "Айăп" калав сыпăкĕпе паллаштарчĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломсемпе Хисеп грамотисем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Фестивале хутшăннă кашни ача вара сертификата тивĕçрĕ.

Источник: "Каçал Ен"



20 апреля 2018
09:22
Поделиться