В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕп ыйту - Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илесси

16:38 19 апреля 2018 г.

Юнкун пирĕн республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, йăлана кĕнĕ пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Унăн темисем çаксем пулчĕç: нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурлăхăн пайăрçисем тата ресурспа тивĕçтерекен организацисем хушшинче тỹрĕ килĕшỹсем тăвасси; çурхи ака ĕçĕсене ирттересси; йывăçсем лартассипе, ялсене, çул хĕррисене, çăвасене тирпейлессипе экологи субботникĕсем ирттересси; Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 73 çул çитнине паллă тума хатĕрленесси; "Ачалăхшăн ачалăх ячĕпе" марафон ирттересси; пушар енчен хăрушă çурхи тапхăра хатĕрленесси.

Пирĕн района информкун йĕркинчи темăсене çутатма Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп вăййисен чемпионки Е.Николаева, Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертỹçин çумĕ А.Юркин, "Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ" бюджет учрежденийĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи 1-мĕш подстанцийĕн заведующийĕ В.Иванов, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленнăç тата суту-илỹ министрĕн çумĕ С.Григорьев килсе çитрĕç. Çавăн пекех информаторсен йышăнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева, депутатсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пулчĕç.

Тĕлпулусем районти культурăпа туризм çуртĕнче, Шуршăлти тата Кукашнири вăтам шкулсенче, Атăлçи тĕп шкулĕнче, "Марпосадкабель" акционерлă обществăра иртрĕç.

Информаторсем, кун йĕркинчи ыйтусене çутатнă чух, ытларах Çĕнтерỹ кунне хатĕрленесси çинче чарăнса тăчĕç. Çак уяв Раççей халăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Хаçатăн иртнĕ номĕрĕсен пĕринче сире районта тата хулара мĕнле мероприятисем ирттерме палăртни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Кăçалхи уявра Раççей çарĕн тĕрлĕ тĕсĕсенче хĕсметре тăнă ветерансен парадне ирттерме хатĕрленеççĕ. Паллах, ку уява хăйнеевĕрлĕх кỹрĕ, ăна кăсăклăрах тăвĕ.

Çавăн пекеç информаторсем таврана тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă субботниксем ирттересси пирки те нумай калаçрĕç. Халăхăн ку енĕпе хăйĕн тăрăшулăх, пуçарулăх кăтартмалла. Районти, уйрăмах хулари, хăшпĕр çăвасем çинче тирпейсĕрлĕх хуçаланни пăшăрхантарать. Çăвасене пăхса тăрасси яланах халăхăн тивĕçĕ шутланнă. Вăл пирĕн культурăна, эпир леш тĕнчене ăсаннă тăвансене епле хисепленине, епле асра тытнине пĕлтерет. Паллах, вырăнти влаçăн çак ĕçе йĕркелесе тăрассинчен пăрăнмалла мар.

Информаторсем ытти темăсене те çутатрĕç. Пуçтарăннисен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç.

Фоторепортаж

Государственный Совет Чувашской Республики

Первоисточник: Мариинско-Посадский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика