Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Палтай шкулĕнчи литература уявĕ

Палтай шкулĕнчи литература уявĕ

 

Çулсерен йăлана кĕнĕ уява кăçал та иртттерес терĕç Палтай шкулĕнче. Чăваш чĕлхи эрнине, Валерий Муравьев поэт, прозаик, журналист, тавра пĕлÿçĕ уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитнине халалларĕç. Валерий Венедиктович çав тери халăхпа ирттерекен уявсене кăмăллатчĕ. Ял уявĕ-и, Чăваш литератури уявĕ-и, Чăваш чĕлхи кунĕ-и – пĕри те вăл хутшăнмасар иртмен, çавăнпа та, Асăну каçне чăн-чăн Чăваш литератури уявĕ туса палăртрĕç. Çак мероприятие ирттерме Палтайри вăтам шкул, Палтай ялĕнчи библиотека, Пĕрçырлан шкулĕ, Пĕрçырлан поселенийĕ, Пĕрçырлан культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, «Хречен сасси-КИЛ» хаçат редакцийĕ хастар хутшăнчĕ.

Уява Палтай шкулĕнчи ачасем Валерий Муравьева халалланă сăвăллă –юрăлллă композиципе уçрĕç. Чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ залра Валерий Венедиктович сăввисем, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем янрарĕç. Ертсе пыракансем - Т. Дергачева (Сар ял Культура çурчĕн ĕçченĕ), Д. Гончаровпа И. Курская (Палтай шкулĕнче вĕренекенсем) сăвăç кун-çулĕпе паллаштарса пычĕç. Экран çинче вара М.Г. Шуверова хатĕрленĕ «Кун-çул саманчĕсем» ӳкречĕксен презентацийĕ курма пухăннă çынсене тыткăнларĕ. В.В. Муравьев кĕнекисенчен хатĕрленĕ курав те вырăнлă пулчĕ залра.

Ăçта кăна тата кам пулса кăна ĕçлемен-ши Валериан Венедиктович. Тырă акнă, сÿреленĕ, вырма тапхăрĕнче йывăр михĕсене автомашина çине тиенĕ, утă çулнă, капан хывнă, тислĕк турттарнă, вăрман каснă, стройкăра та ĕçленĕ, шкулта ачасене вĕрентнĕ, сысна ĕрчетекен комплексра оператор та, начальник та пулнă, уй-хир бригадин бригадирĕнче çÿренĕ, художник-оформитель пулса тимленĕ...

Кирек ăçта пулсан та, кирек ăçта ĕçлесен те Валериан Венедиктович çумран хутпа ручка татман. 1958 çултах район хаçатĕнче пичетленме тытăннăскер çĕнĕ заметкăсемпе информацисем, корреспонденцисемпе репортажсем, тĕрленчĕксемпе очерксем валли материалсем пухнă. Шкулта вĕреннĕ тапхăртах журналист пулма ĕмĕтленнĕскере 1988 çулта Етĕрне район хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл куçаруçă, корресподент, пай редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1990 çулта Валерий Муравьева Россия Федерацийĕнчи журналистсен союзĕн членне илнĕ. Тĕрлĕ хаçат-журналсенче вăл виçĕ пин ытла тĕрлĕ жанрлă материал пичетлесе кăларнă.

Унăн литературăри çул-йĕрĕ çинчен пухăннисене Чăваш халăх çыравçи Сергей Павлов каласа кăтартрĕ, Етĕрне тăрăхĕнчи пултаруллă çыравçă Галина Столярова унăн сăввипе кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ тата Валериан Муравьева халалланă сăвăпа халăха хумхантарчĕ.

Пĕрçырлан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.М. Мурзин, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Б. Шуверов Валерий Муравьев пухса йĕркеленĕ Етĕрне район энциклопедийĕ Етĕрне çыннисемшĕн чăн-чăн мул пулнине палăртрĕç.

Валериан Венедиктовичпа туслă çыхăну тытнă çынсем Галина Ярославцева, Геннадий Иванов, Владимир Атте ун çинчен ăшшăн аса илчĕç.

Пĕрçырлан культура çумĕнчи «Каблучок» ташă ансамблĕ «Русская плясовая» «Акăшсем» ташăпа, «Колокольчики» ансамбль «Аллилуя» юрăпа (илемлĕх ертÿçисем – Н. Яковлева, И. Любимов), Палтай шкулĕнче ĕçлекен Л. Коракова юрлакан «Не улетай» юрри уява илем кĕртрĕ. Мерпроияти тăршшĕпех «Сăр ен» халăх ансамблĕ юрлакан ĕлĕкхи чăваш юррисем янрарĕç.

Тăван аппăшĕн аса-илĕвĕ, Надя хĕрĕпе Эдик ывăлĕн сăввисем, Дашăпа Люда мăнукĕсен пултарулăхĕ пухăннисене хурлантарчĕ.

Уява – Асăну каçне В. Муравьев сăввинчен илнĕ йĕркесемпе вĕçлерĕç.

 

Тав тăватăп эпĕ Мăшăра,-

Унпалан çеç пурнăç ăшăрах.

 

Тав, пурне те, тав, тăвансене,

Эп пĕлен-тăран ыр çынсене.

 

Эсĕр пулмасан эп çак çула

Çитейместĕм. Тав, ыр кăмăла!

 

Ларăпăр, туссем, кĕрекене,

Шаклатар-ха çутă черккене.

 

Çĕрĕк пурăнать, теç, шăп çĕр çул,-

Вăрăм пултăр сан та, ман кун-çул!

 

Юлашкинчен пурте пĕрле В. Венедиктович юратакан «Тăвансемĕр, савнар-и пĕрле» юрра шăрантарчĕç.

 

 

 

Н. Серебрякова, Палтай шкулĕ

 

 



16 апреля 2018
16:58
Поделиться