Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерÿçи паллă

12:10 10 апреля 2018 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсне ирттерчĕ. Конкурс 2018 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнчен пуçласа акан 06-мĕшĕччен пычĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче учительсем

  • «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе,
  • наукăпа методика тĕлĕшĕнчен йĕркеленĕ меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсене,
  • чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн видеофрагментне,
  • урокăн видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерсе панине ярса пачĕç.

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри 11 финалиста палăртрĕ. Иккĕмĕш тапхăрта конкурса хутшăнакансем икĕ номинацире тупăшрĕç:

«Ăстаçă урокĕ» тата

«Чăваш тумĕ кăтартас ăсталăх».

Конкурс питĕ курăмлă та тухăçлă пулчĕ.

Конкурс результачĕсем çакнашкал.

Степанов Александр Марсович, Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ, чи нумай балл пухса конкурсăн çĕнтерÿçи ятне илчĕ.

2-мĕш вырăн йышăнаканĕ – Петрова Валентина Николаевна, Тутар Республикин Çĕпрел районĕн Чăваш  Çĕпрел  вăтам  шкул вĕрентекенĕ. 

3-мĕш вырăн йышăнаканĕ – Иванова Елена Николаевна, Çĕрпÿ районĕн М.В.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

 Кашни номинацин çĕнтерÿçисем пулчĕç:

«Тăван чĕлхе управçи» номинацире – Власова Ирина Васильевна, Шупашкар хулин 47-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ;

«Пултаруллă çамрăк учитель» номинацире – Муравьева Галина Леонидовна, Елчĕк вăтам шкул вĕрентекенĕ,

«Профессие парăнса ĕçлекен» номинацире – Анисимова Ольга Николаевна, Йĕпреç районĕн Кĕлĕмкасси вăтам шкул вĕрентекенĕ,

«Халăх педагогики управçи» номинацире – Ванюшина Ирина Васильевна, Елчĕк районĕн Таяпа Энтри тĕп шкул вĕрентекенĕ,

«Халăх сăмахлăхĕн управçи» номинацире – Варюхина Надежда Владимировна, Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр вăтам шкул вĕрентекенĕ,

«Хастар йĕркелÿçĕ» номинацире – Кириллова Эльвира Николаевна, Тăвай районĕн Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕ,

«Пултарулăх тĕнчине çул кăтартакан» номинацире – Николаева Эльвира Витальевна, Шупашкарти 44-мĕш лицей вĕрентекенĕ.

Çĕнтерÿçĕсене, лауреатсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ дипломсем парса хавхалантарчĕç.

Конкурса хутшăннă пур учителе те саламлатпăр. Ăнăçу та телей сунатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика