Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă фестиваль иртрĕ

16:17 06 апреля 2018 г.

Паян, 2018 çулхи ака уйăхĕн 06-мĕшĕнче,  Шупашкар хулин 47-мĕш вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă фестиваль ирттерчĕ.

Фестиваль икĕ мероприятие пĕрлештерчĕ: 2018 çулхи республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен конкурсĕн 2-мĕш тапхăрне тата «Раççей Федерацийĕн нумай нациллĕ халăхĕ культура тĕрлĕ енлĕхне тата чĕлхе эткерлĕхне упраса аталантарасси» семинара.

Чăваш чĕлхишĕн чун парса ĕçлекенсене саламлама Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Сергей Владимирович Кудряшов, министр çумĕ Алевтина Николаевна Федорова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Геронтий Лукиянович Никифоров килсе çитрĕç.  

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне 10 учитель хутшăнчĕ:

Анисимова Ольга Николаевна, Йĕпреç районĕн Кĕлĕмкасси вăтам шкул вĕрентекенĕ,

Ванюшина Ирина Васильевна, Елчĕк районĕн Таяпа Энтри тĕп шкул вĕрентекенĕ,

Варюхина Надежда Владимировна, Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр вăтам шкул вĕрентекенĕ,

Власова Ирина Васильевна, Шупашкар хулин 47-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ,

Иванова Елена Николаевна, Çĕрпÿ районĕн М.В.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ,

Кириллова Эльвира Николаевна, Тăвай районĕн Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕ,

Муравьева Галина Леонидовна, Елчĕк вăтам шкул вĕрентекенĕ,

Николаева Эльвира Витальевна, Шупашкарти 44-мĕш лицей вĕрентекенĕ,

Петрова Валентина Николаевна, Тутар Республикин Çĕпрел районĕн  Чăваш  Çĕпрел  вăтам  шкул вĕрентекенĕ, 

Степанов Александр Марсович, Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ.

Конкурса хутшăнакансем икĕ номаницере тупăшрĕç: «ăстаçă урокĕ» тата чăваш тумĕ кăтартас ăсталăх. Семинар хутшăнакансем 47-мĕш шкул учителĕсен уçă урокĕсене курчĕç.

Конкурс çĕнтерÿçи Степанов Александр Марсович, Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ, пулса тăчĕ. Саламлатпăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика