Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш халăх поэчĕ ячĕпе - сăвă вулакансен конкурсĕ

Чăваш халăх поэчĕ ячĕпе - сăвă вулакансен конкурсĕ

Пĕр çул пурăнатпăр Айхисĕр,

Ик çул пурăнатпăр Айхисĕр,

Вун ик çул пурăнатпăр Айхисĕр -

Поэзи ани Айхисĕр

Чăнах та калатăп, - хĕмсĕр!- Акă ĕнтĕ вун икĕ çул çитрĕ Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пиртен уйрăлса кайнăранпа. Анчах вăл чĕртсе хăварнă поэзии хĕмĕ пĕрре те иксĕлмест, вăй илнĕçемĕн вăйланса пырать. Кăçал та Г.Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти тĕп шкул районти сăвă вулакансен конкурсне вун иккĕмĕш хут пуçтарчĕ.

Çакă савăнтарать: Г.Айхи поэзине юратакансен шучĕ чакма мар, ỹссех пырать. Халь ĕнтĕ аслисем çеç мар, кĕçĕн класра вĕренекенсем те Айхи сăввисене "шĕкĕлчеççĕ" анчах.

Районти сăвă вулакансен конкурсĕ икĕ номинаципе иртрĕ: "Айхи сăввисем" тата юбиляр - поэтсен сăввисем.

Хĕрỹ тупăшура Селиванова Аделина (Хирти Пикшик вăтам шкулĕ), Стефейкина Ванесса (Турханти вăтам шкул), Митта Ксения (Первомайски вăтам шкулĕ), Лисова Ангелина (Упамса шкулĕ) Логунова Аэлита (Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкул), Михайлова Анастасия (Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕ) çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.

Çĕньялти тĕп шкулта вĕренекенсем те çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç: хăйсен номинацийĕсенче Живова Инга, Тямин Дмитрий, Петров Андрей, Шалтынов Василий, Нестерова Кристина, Живова Екатерина, Васильева Юлия, Вазюкова Маргарита призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Килнĕ хăнасене 3-4 классенче, 7 класра, 9 класра вĕренекенсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.

Юлашкинчен шкул ĕçченĕсем тата район представителĕсем Г.Айхи вил тăприйĕ çинче пулса пуç тайрĕç, сăвăсем вуларĕç.



21 февраля 2018
19:22
Поделиться