Ядринский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Етĕрне муниципаллă округĕ

Нарăс (февраль) уйăхĕн 20-мĕшĕ – Етĕрне районĕнче Чăваш театрĕн кунĕ

2018 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейри чи аслă наци театрĕсенчен пĕри, чăваш историн легенди, Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çулхи юбилейне палăртрĕ.

Çак куна халалласа нумай мероприятисем палăртса хунă. Вĕсенчен пĕри – Федор Павлов пьеси тăрăх лартнă «Ялта» драмăна Чăваш Республикинчи район центрĕсенче иртекен Чăваш театрĕн кунĕсенче кăтарасси.

2017 çулта пĕрремĕш хăйĕн алăкĕсене Тăвай районĕ уçрĕ. Тăвай районĕ хыççăн эстафетăна Йĕпреç, Елчĕк, Вăрмар, Хĕрлĕ Чутай, Патăръел, Элĕк, Çĕмĕрле, Шăмăршă, Вăрнар, Канаш, Çĕрпÿ районĕсем йышăнчĕç.

Нарăс (февраль) уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш драма театрĕ «Ялта» драмăна Етĕрнери культура çуртĕнче кăтартĕ.

Уяв пуçланиччен кашни районтах ентешсемпе тата «Ялта» драмăна калăплакансемпе тĕлпулусем иртеççĕ. Спектакльте театрти пур артист та хутшăнать. Вĕсем хушшинче Чăваш тата Раççей театрĕн легенди, СССР халăх артистки, К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Патшалăх премин лауреачĕ Вера Кузьминична Кузьмина, РСФСР халăх артистки Нина Михайловна Яковлева, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Геннадий Медведев, Чăваш Республикин халăх артистки Валентина Ситова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев тата ыттисем.

Спектаклĕн режиссерĕ тата илемлĕх ертÿçи – СССР халăх артисчĕ Валерий Николаевич Яковлев.

Хисеплĕ те хаклă куракансем! Сире пурне те юратнă актерсемпе тĕл пулма тата «Ялта» спектакле курма хапăл туса йыхравлатпăр!

 



20 февраля 2018
13:48
Поделиться