Библиотечные учреждения АУ "МФКЦ" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнĕ май

14:49 19 февраля 2018 г.

2018 çула Чăваш Республикинче Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ тесе палартнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет. Нарăсăн 16-мĕшĕнче Мишеркасси шкулĕнче чăваш халăхне çутта кăларакана, чăваш алфавитне, букварьне çыракана, чăваш шкулне уçакана халалласа «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхĕн çутлăхçи» ятпа мероприяти иртрĕ. Мероприятие чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Валерьевна Храмова уçрĕ. Вăл ачасене Иван Яковлевичăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Мишеркасси ял библиотекарĕ Надежда Ивановна Михатайкина ачасем валли кĕнекесен куравне хатĕрлерĕ, Аслă вĕрентекен пирки тĕрлĕ кĕнекесенче тата унăн хайлавĕсемпе электронлă вулавăшра та паллашма, вулама пулнине аса илтерчĕ. Уявра ачасем Яковлева халалланă сăвăсем вуларĕç, чăваш юррисене юрларĕç, юбилярăн калавĕсем тăрăх сценка лартрĕç. Мероприяти питĕ интереслĕ, ăнăçлă, усăллă иртрĕ.

Библиотечные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи, пл. Победы, д.9
Телефон: 8(83551)2-13-51, 8(83551)2-11-71
Факс: 8(83551)2-11-71
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика