МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Ҫатракасси ял библиотекинче Ҫăварни

13:34 17 февраля 2018 г.

Ҫăварни ҫуни ҫут ҫуни,

Ҫăварни ҫуни ҫут ҫуни.

Ҫутти юлтăр ҫул ҫине,

Ячĕ юлтăр ял ҫине.

Чăвашсен йăлипе Ҫатракасси ял библиотекинче Ҫăварни уявне паллă турăмăр. Эрнипех уява хатĕрлентĕмĕр: сăвăсем вĕрентĕмĕр, ҫунашкасем хатĕрлерĕмĕр, асаннесен ҫӳпҫинчен ҫӳҫеллĕ тутăрсем тупса майларăмăр, юхма икерчи пĕҫерме вĕрентĕмĕр.

Кĕтнĕ кун ҫитрĕ.

Вупăр карчăкĕ хатĕр ĕнтĕ. Ачасем хаваспах сăрт ҫамкине васкарĕҫ: кам аллинче ҫунашка, кам йĕлтĕр сырнă, кам «ватрушка» сĕтĕрет…Хаваслă шав хăлхаран каймасть.

Акă сăрта пĕрремĕш ачасем ҫитрĕҫ. Вĕсем сăвăсем каласа сăртран ҫиҫĕм пек вирхĕнеҫҫĕ. Малти малах каять – сăртран чи малтан ярăнса анса инҫе – инҫе вар хушшинче ҫухалчĕҫ. «Ҫунашка инҫе кайрĕ, тырă ҫӳллĕ пулать,»- янратаҫҫĕ ачасем. Вăйă-кулă пĕтмен-ха, аслисем Вупăр карчăкне ҫулăм тивертрĕҫ. Ача-пăча усал –тĕселе, чир-чĕре ҫав карчăкпа пĕрле ăсатас тесе ун тавра сикеҫҫĕ. Карчăк ҫухалчĕ, ачасем вĕри чейпе – икерчĕпе сăйланма васкарĕҫ.

Сар хĕвел пек ҫавра, ҫурхи кун пек ăшă икерчĕ пылак сĕткенсĕр те аванах анать. Вĕри чей татах хĕрӳлентерет.

Ҫăварни уявĕ ачасен асĕнче юлтăр тесе С.В.Федоровăпа пĕрле Смирнова Л.Г., Прокопьева З.Т., Павлова А.В. учительсем те хытă тимлерĕҫ. Вĕсене библиотека ертӳҫипе ачасем кăмăлтан тав турĕҫ.

Зав. Сятракасинской с/б: Федорова С.В.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика