АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çынсем пĕр-пĕрне ăнланни кирлĕ

08:41 12 декабря 2017 г.

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи март уйăхĕнче иртекен суйлава хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратассине Чулхулари «ГАЗ» автозаводра ветерансемпе тата ĕçченсемпе ирттернĕ тĕлпулура пĕлтернĕ. Унччен маларах вара «Раççей доброволецĕ - 2017» премие панă чухне вăл 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулассине каланă.

Çакăн пек йышăну тунине вăл пирĕн çĕршыври çынсен пурнăçне лайăхлатассипе, ăна хÿтлĕхлĕ тата мăнаçлăрах тăвассипе, малашлăха çирĕп пăхассипе сăлтавланă. Анчах та çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме çынсем пĕр-пĕрне ăнланни тата пулăшни кирлĕ. Владимир Владимирович мероприятие хутшăнакансенчен унăн йышăнăвне мĕнле ырланине те ыйтрĕ. 15 пин çын ун майлă пулнине каларĕ.

 

Валерий ФИЛИМОНОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ:

- Паянхи пек лăпкă мар лару-тăрура çĕршыв валли вăйлă ертÿçĕ кирлĕ. Политика юхăмне витĕм кÿрес, кăткăс саманара патшалăха тытса пырас, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе хальхи вăхăтра çĕршыва ертсе пыракан Президентпа танлашма пултараканни çук. Раççей халăхĕ Путина шанать. Ман шутпа, Владимир Путин суйлава хутшăнасси çинчен пĕлтерни тĕнчери лару-тăрăва йĕркене кĕртессипе, Раççей ят-сумне çĕклессипе ырă витĕм кÿме тивĕç.

 

 

Владислав Волков, район пуçлăхĕ:

- Хальхи вăхăтра çĕршыва ертсе пыракан Владимир Путин халăх шанăçне тÿрре кăларнă. Эпир ăна шанатпăр çеç мар, вăл Раççей патшалăхĕшĕн кирлĕ йышăнусем тума та пултарнине те ĕненетпĕр. Владимир Владимирович 2018 çулта суйлава хутшăнассине эпĕ тулли кăмăлпа йышăнма хатĕр. Эпĕ, суйлавçă пулнă май, унăн политика программипе те килĕшетĕп. В.Клочков политрук каланă сăмахсен вăхăчĕ çитрĕ темелле: «Раççей аслă, анчах каялла чакма вырăн çук...» Пирĕн çĕршыв ертÿçипе малалла ăнтăлмалла.

 

 

 

 

 

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика