Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шоу-конкурс «Чи лайăх анне-2017»

Шоу-конкурс «Чи лайăх анне-2017»

Чи юратнă çыннăм, анне!
Эх, аннеçĕм пĕртен пĕр, анне!
Санран хаклă çын çук тĕнчере,
Эс çĕклетĕн чуна-чĕрене.
Ырă пурнăç пиллетĕн пире!

    Анне!.. Пуриншĕн те вăл чи çывăххи, чи ăшши, чи маттурри, чи пултарулли! Ун пирки хитре сăмахсемпе калас тесессĕн нихăçан та çырса пĕтереймĕн. Ара вăл, чăннипех, кашнишĕнех пĕрремĕш вырăнта!
    Ноябрĕн 24-мĕшĕнче шăпах хамăрăн чи çывăх çыннăмăрсене халалласа пĕтĕм тĕнчери аннесен кунĕ тата Чăваш енри «Атте-анне» çулталăкĕ ячĕпе Сител клубĕнче «Чи лайăх анне–2017» шоу-конкурс иртрĕ. Унта хутшăнма хапăл тунăскерсем пире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ конкурсра, чăннипех, пурте маттуртан та маттур пулнипе тĕлĕнтерчĕç. Çакна курма килнисем пĕр чарăнмасăр тăвăллăн алă çупни те тÿрреммĕнех çирĕплетет.
Тупăшу питĕ хĕрÿ иртнĕрен тÿресене йывăр пулчĕ. Çавăнпа та вĕсем куракансенчен пулăшу ыйтрĕç. Юлашкинчен пур те пĕр шухăшлăн пулса пĕтĕмлетÿ турĕç.
   Çапла вара çак шоура тăватă анне тăватă номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Лариса Кудимова «Хастар анне», Валентина Реймова «Кăмăллă анне», Оксана Макарова «Пултаруллă анне» ятсене çĕнсе илчĕç. «Чи лайăх анне-2017» хисепе вара Марина Выросова алран вĕçертмерĕ.
   Конкурссем хушшинче кăсăклă та савăк юрă-ташăсемпе пултаруллă шкул ачисем тата Аслă Арапуçĕнчи «Шуçăм» ача сачĕн маттур ĕçченĕсем савăнтарчĕç.
   Курма килнисене, аннесене уяв ячĕпе Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Р.Р. Ефимова, библиотекарь О.В. Хомуткина, ялта сумлă та хисеплĕ А.В. Мамуткинапа Н.В. Соколова Аслă Арапуçĕнчи «Шуçăм» ача сачĕн аслă воспитатĕлĕ Т.А. Хураськина тата ыттисем те саламласа конкурсанткăсене парнесемпе чысларĕç.



25 ноября 2017
12:36
Поделиться