Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Анне юратăвĕ таса тата ĕмĕрлĕх

Раççейре çулсерен ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче чи ырă та ăшă уява - Анне кунне паллă тăваççĕ. Анне кăна пире чăннипех юратать, тимлĕх уйăрать, чун ăшшине парнелет, çитĕнÿсемшĕн чунтан савăнать. Унăн юратăвĕ, ырă кăмăллăхĕ, тĕрĕслĕхĕ пирĕн пурнăç çулĕ çинче шанчăклă тĕрев, вăл кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать, ăнăçу кÿрет. Цифрăсем пирки калас пулсассăн, Чăвашстат специалисчĕсем уяв кунĕ тĕлне хатĕрленĕ республикăри амăшĕсен кĕске статистика портречĕпе паллаштарар.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 658 пин хĕрарăм шутланнă (ку пур халăх шучĕн 53,3 проценчĕ). Вăл шутран хула таврашĕнче - 422 пин, ялсенче 236 пин хĕрарăм пурăнать. Пĕтĕм хĕрарăм шутĕнчен 288 пинĕ - 15-49 çулхисем (репродуктивлă ÿсĕмре), вĕсенчен 129 пинĕ - 20-34 çулсенчи ача çуратмалли хастар ÿсĕмре.

Пĕлтĕр Чăваш Енре 16,4 пин ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 81 проценчĕ официаллă майпа пĕрлешнĕ, 19 процент майлă пĕрлешмен çемьере çуралнă. 2016 çулта ЗАГС органĕсем 6,6 пин çемье мăшăрланнине регистрациленĕ. Иртнĕ çул (6,2 пин ача) çуратаканнисен йышĕнче 25-29 çулхи этемлĕхĕн черчен пайĕ пулнă, 4,1 пин пепке 30-34 çулхисем, 3,2 пин ача 20-24 çулхисем çуратнă. Амăшĕн вăтам ÿсĕмĕ 28,6 çулпа танлашнă. 2016 çулта пĕтĕм çуралнă ачаран 6,1 пинĕ çемьере пĕрремĕш пепке, 7,3 пин - иккĕмĕш, 2,9 пин виççĕмĕш е ытларах çуралнă ачасем. Асăннă тапхăрта 167 амăшĕ йĕкреш, 6 хĕрарăм - харăсах 3 ача çуратнă.

Çавăн пекех статистика пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра 10,5 пин ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 4,4 пин пепке çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Унсăр пуçне пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, мăшăрланакансен шучĕ 7,9 процент ÿснĕ, çемье арканнисен шучĕ 5,1 процент чакнă.

Ача çураласси - кашни пулас амăшĕшĕн чи пысăк пулăм. Пепке çуралнă тĕле хĕрарăм тĕплĕн хатĕрленет, ача япали туянать. Ăна валли вара сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Кăçал октябрь уйăхĕнче тин çуралнă ачан аялти çипуçĕн, пĕр пеленкăн вăтам хакĕ 175 тата 108 тенкĕ пулнă. Унсăр пуçне тĕпренчĕкĕ валли ăшă комбинезон та туянса тăхăнтартмалла. Вăл вара 3077 тенкĕрен кая мар. Ачана уçă сывлăшра уçăлтарса çÿреме амăшĕн коляска та туянмалла. Уншăн вăтамран та 11353 тенкĕ кăларса хума тивет. Чи кирли - пепкене тĕрĕс апатлантарасси. Çакă ĕнтĕ унăн сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, сăмахран, улма-çырла консервисене пĕр килограмм туянма 328 тенкĕ кирлĕ пулнă, сĕт хутăшне 906 тенкĕпе илме пултарнă.

Ача пур енлĕн аталанса ÿстĕр тесен теттесем те туянмалла ашшĕ-амăшĕн. Халĕ ĕнтĕ темĕн те сутаççĕ лавккасенче, хулăн енчĕк пултăр кăна. Пĕр пластмас теттен хакĕ вăтамран та иртнĕ уйăхра 253 тенкĕ тăнă.

Чăвашстат пур амăшне те уяв ячĕпе саламлать, çирĕп сывлăх, телей сунать, çывăх çыннăрсен тимлĕхне, юратăвне туйса пурăнмалла пултăр.



24 ноября 2017
16:35
Поделиться