АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕрентекенсен пулăшуçисем – «Чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем»

10:40 22 ноября 2017 г.

Чăваш чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентес ĕçре учителе вĕренÿ пособийĕпе ĕç тетрачĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех меслет кăтартăвĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем кулленхи вĕренÿ процесне йĕркелесе пыма, тĕп принципсене пăхăнса пурнăçлама пулăшаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче харăсах тăватă пособи пичетленсе тухрĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем» кун çути курчĕç. Вĕсене В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева хатĕрленĕ, редакторĕсем – Н.В. Вечеркина тата А.Г. Владимирова. Тиражĕ – 600-шер экземпляр.

Кĕнекесем Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшсе тăраççĕ. Вĕсем пуçламăш классенче чăваш чĕлхине çÿлерех асăннă авторсем туса хатĕрленĕ программăпа вĕрентмелли вĕренÿ комплектне кĕреççĕ. Меслет кăтартăвĕсенче ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене уçса панă, вĕренÿ кĕнекипе тата ĕç тетрачĕпе ĕçлеме пулăшакан сĕнÿсем панă.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăларăмсем умĕн каланинчен, тематика планĕнчен, кашни урокăн юхăмне кĕскен çырса кăтартнинчен тăраççĕ. Кÿртĕм пайра авторсем ачасен чăвашла пуплевне аталантарассин тĕп уйрăмлăхĕсене, чăваш чĕлхи урокĕсен хăй евĕрлĕхне çутатса пама тăрăшнă. Пĕтĕмлетÿсене шкулта нумай çул вăй хуракан, мал шухăшлă, пуян опытлă учительсен ĕçĕсем çине таянса тунă. Вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тата хакламалли виçесем программăна тивĕçтереççĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Первоисточник: Чувашское книжное издательство

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика