Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конкурсран - çĕнтерÿпе

10:22 20 ноября 2017 г.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чӑваш Республикинчи культура техникумĕнче, Михаил Семенова халалласа, тĕрлĕ регионсенчи эстрада юррисене кӑмӑллакан çамрӑк юрӑçсем хушшинче (30 çул таран), Х-мĕш конкурс туса ирттерчĕç. Çак конкурса Москакасси культура Çуртĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн ертÿçи Радимир Семенов хутшӑнма кӑмӑл турĕ.

Чылай çамрӑк хутшӑнчĕ çак конкурса. Конкурс 4 сехет хушши тӑсӑлчĕ. Тÿресем конкурсӑн пĕтĕмлетĕвĕсене тунӑ хушӑра, ытти юрӑçсепе пĕрле, Мосакаксси культура Çуртĕнче «Шуçӑм» ушкӑнра вӑй хуракан Сергей Николаев, залра ларакансене илемлĕ юррисемпе хавхалантарчĕ.

Чылай канашланӑ хыççӑн, сцена çине тÿре председателĕпе, С.А.Кондратьевпа Ю.И.Юнисова улӑхрĕç. Малтанах 23 çулчченхи çамрӑк юрӑçсен хушшинче пĕтĕмлетÿ турĕç. 24 çултан аслӑраххисем хушшинче Р.Семенов «Юр пĕрчи» юррипе, жюри членĕсене тыткӑнласа, I степенлĕ лауреат ятне илсе, çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. С.Николаева та çак конкурса йĕркеленĕ çĕрте пулӑшу парса тÿпе хывнӑшӑн, тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç.

Хĕрÿ иртрĕ çак конкурс. Килес çул та çакӑн пек конкурсене хутшӑнма кӑмӑл турĕç пирĕн юрӑçсем. Çакӑн пек хавхалантарни, çамрӑксене малалла та тӑрӑшса ĕçлесе пыма çул уçса пырать. Эпир те вĕсене малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пымак ӑнӑçу сунатпӑр!!!

Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика