Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗ - 50 ҫулта

«Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗ - 50 ҫулта

Чӑваш мӗн авалтан хӑйӗн чунӗн тӗнчине юрӑпа тултарнӑ. Юрӑ ӗмӗртен-ӗмӗре чӑваш халӑхне йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, кӑмӑла ҫӗклеме май панӑ. Ача ҫуралать-и, салтака каять-и, туй кӗрлет-и, пур уява та юрӑ-кӗвӗ илем кунӗ, халӗ те кӳрет. Юрӑ урлӑ чӑваш халӑхӗ чуна хӑпартлантарать, малалла пурӑнмалӑх хевте шырать… Республикӑри Куславкка районӗнчи Хурамал фольклор ҫурчӗн «Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗ юрра пулах 50 ҫул каялла кун ҫути курнӑ. Пӗр тӗллевлӗ те, пӗр шухашлӑ ҫынсем пӗр ушкӑна чӑмӑртанса чун илемне юрӑ-кӗвӗ урлӑ пуянлатма пуҫланӑ. «Эткер» ушкӑн йӗркеленнӗренпех Куславкка районӗн йӑли-йеркине, юрри-кӗввине халӑхра  анлӑ сарасси тӗп тӗллев пулса тӑрать темелле.  Тӑван ҫӗршывӑн наци культура пурнӑҫнӗнче пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1990 ҫулта ушкӑнна «халӑх коллективӗ» ят парса чысланӑ. Унӑн тилхепине 50 ҫул хушши Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Ефимова тытса пырать.

«Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗ йӗркеленӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитнӗ май чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑри «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑх центрӗнче юбилей каҫӗ иртрӗ. Уява Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн тата Чӑваш наци конгресӗн культра комитетчӗн ертӳҫи Вера Архипова йĕркелесе ертсе пычĕ. Юбиляр-ушкӑна саламлама чылай хӑна пуҫтарӑннӑ – фольклор тӗпчевҫисем, калем ӑстисем, общество деятелӗсем, ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, аякран килнӗ хӑнасем.

Мероприятие «Эткер» репертуарӗнчи хӑна юррисемпе уҫрӗҫ. Юрӑ-ташӑсӑр, чӑваш йӑли-йӗркисӗр уяв,  паллах, иртмерӗ - Элӗк районӗн «Валинкке», Ҫӗрпӳ районӗн «Ямаш», Патӑрьел районӗн  «Шуҫӑм», Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗсем килме май тупрӗҫ. Уява сума суса пуҫтарӑннӑ хӑнасене Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсен «Янтал», Чӑваш патшалӑх педагогика университетчӗн «Юрай чечекӗ» фольклор ушкӑнӗсем тата Шупашкар районĕн «Кăмăл» çемье фольклор ансамблӗ саламларӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ тӗлпулун тата тепӗр сӑлтавӗ те пулчӗ. «Эпир пурнатпӑр Энӗш хӗрринче» ятпа вулакан аллине ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ. Авторӗсем – Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Григорьевна Лаврентьева тата Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Ирина Федоровна Яковлева. Вӗсем ҫак издание «Эткер» халӑх ушкӑнне сума суса хатӗрленӗ, вӑл 50 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнекере ансамбль йӗркеленнин кун-ҫулӗ, пурнӑҫӗ, ҫитӗнӗвӗсем тӗплӗн сӑнланнӑ. Кунта ҫавӑн пекех юрлакансен списокӗ тата ансамблӗн репертуарне кӗнӗ халӑх юррисем те вырӑн тупнӑ. Репертуара ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ хайлавсене, ҫемье, йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке «Эткер» халӑх ушкӑнӗн пултарулӑх ҫулӗн хӑйне евӗрлӗ летопиҫӗ.

«Кӗнекене кӗнӗ кашни юрӑ тӗслӗхӗ ансамблӗн тӗшшине уҫса паракан ылтӑн тупра евӗр. Издани фольклорпа тачӑ ҫыхӑнса ӗслекенсем, вӗрентекенсем тата аслӑ шкулта пӗлӳ пухакансем валли питӗ кирлӗ. Ҫавӑн пекех унпа халӑх юррине юратакансем, чӑваш культурипе кӑсӑкланакансем те хаваспах паллашма пултараҫҫӗ», - ҫирӗплетрӗҫ авторӗсем.

Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрствин халӑх пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен специалист Татьяна Дмитриева «Эткер» ушкӑна тӑван культурӑна аталантарас ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсем тунашӑн тав турӗ, малалла та халӑха юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарма ҫирӗп сывлӑх тата хавхалану сунчӗ, уяв хуҫисене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларĕ.

Республикӑри паллӑ фольклористсем Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Вячеслав Ендеров, Зинаида Козлова, Людмила Петухова, Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин ертӳҫи Светлана Белоус, «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑх центрӗн директорӗ Светлана Смирнова, Куславкка район администрациӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Юрков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатчӗ, «Кусславкасем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Зорин, Конгресӑн вӗрентӳ комитетчӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров, Чӑваш Наци радиовӗн музыка редакторӗ, культура комитетчӗн пайташӗ Ирина Лампасова каланисем тӑрӑх «Эткер» пултарулӑхӗ пирӗн наци пурлӑхӗ пулса тӑчӗ».

Юбилей каҫӗ илемлӗ юррӑ-кӗвӗ, чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркин уявӗ пулса тӑчӗ. Кашни çын хăйне валли мĕн те пулин çĕнни тупрĕ, хăй чăваш пулнишĕн мăнаçланчĕ. «Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗн ячӗ-сумӗ республикӑра та,  унӑн тулашӗнче те анлӑ сарӑлчӗ, унӑн юрри-ташши чӑваш тӗнчине савантарать, чӑвашлӑх сӗмне кӗртет.



17 ноября 2017
13:46
Поделиться