АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элěк районěнче пурăнакансем Халăх пěрлěхěн кунне хаклани:«Пуриншĕн те тǎнǎçлǎхпа килĕшÿ тĕп вырǎнта пултǎр»

13:52 04 ноября 2017 г.

Ирина ИВАНОВА: заместитель главы администрации Шумшевашского сельского поселения.

"День народного единства в России отмечают, можно сказать, совсем недавно. Этот праздник больше символизирует не победу, а сплочение народа. Он призывает людей не только вспомнить важнейшие исторические события, но и напомнить гражданам многонациональной страны о важности сплочения, также напоминает нам о том, что только вместе можно справиться с трудностями. Ведь сила народа заключается в единении и сплоченности разных наций. Поэтому мы воспринимаем этот день как праздник добра и любви, заботы о близких, поддержки нуждающимся.                    

День народного единства — это повод для всех граждан страны осознать и почувствовать себя единым народом. Поэтому от всей души поздравляю вас с этим чудесным праздником и желаю всем доброго здоровья и любви!"

 

Людмила ИЛЬИНА, Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулěнчи историпе общество вĕрентекен:

"Йывǎрлǎхсем умĕнче пирĕн халǎх ниме пǎхмасǎр пĕрле пулса тĕрĕс тата кирлĕ йышǎнусем тунǎ. Юратнǎ çĕршывǎмǎр саланса каясран ǎна упраса хǎварма пултарнǎ. Çак уявǎн историлле тымарĕ питĕ тарǎн – 17-мĕш ĕмĕр пуçламǎшĕнчи çĕршывшǎн çǎмǎл мар страниципе çыхǎннǎ. Паянхи кун Раççей гражданĕсем тĕнчери лару-тǎру лǎпкǎ маррине ǎнланаççĕ.  Пирĕн, аслисен, нихçанхинчен те ытларах çамрǎк ǎрǎва тĕкĕ пулса çемьен, шкулǎн, обществǎн пĕрлĕх кунĕн пĕлтерĕшне уçса памалла. Тǎван çĕршыва тата кунта пурǎнакан халǎха хисеплесе пурǎнасса, малашлǎх мǎнаçлǎ Раççей Федерацийĕн аллинче пуласса  шанатǎп".

 

Надежда ВАСИЛЬЕВА, районти ял хуçалǎх тата экологи управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕ:

"Пирĕн çĕршывǎн историйĕ мухтавлǎ та паттрǎла пулǎмсенчен пуян. Апла пулин те шǎп та шай ноябрĕн 4-мĕшĕ тĕрлĕ наци пĕрлĕхне тата халǎхсен ырǎ йǎли-йĕркине сǎнлакан уяв пулса тǎчĕ те.

Халǎх пĕрлĕхĕн кунĕ - вǎл хастарлǎх тата Тǎван çĕршыв шǎпишĕн пысǎк яваплǎхра пулнине палǎртакан тĕслĕх. Асǎннǎ уява 1612 çулти пулǎмсене тĕпе хурса паллǎ тума пуçлани паян та пуриншĕн те пысǎк  пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне Кузьма Минин тата Дмитрий Пожарски ертсе пынипе халǎх ополченийĕ Мускава Польша захватчикĕсенчен ирĕке кǎларнǎ. Пĕрлехи инкекре Раççей халǎхĕ пĕр пулса кĕрешĕве тухнипе интервентсене  çĕнтерме пултарнǎ. Çапла майпа вĕсем çĕршыва ура  çине тǎратнǎ анчах мар, çитес ǎрусене валли патшалǎх суверенитетне сыхласа хǎварнǎ.

Пирĕн халǎхǎн пысǎк вǎй-халĕ  вара  эпир пурǎнакан, ĕçлекен, ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекен Тǎван çĕршыва, хамǎрǎн тǎван тǎрǎха юратнинче тесе шутлатǎп. Пуриншĕн те тǎнǎçлǎхпа килĕшÿ тĕп вырǎнта пултǎр. Пурне те çирĕп сывлǎх, килĕшÿпе ǎнлану сунатǎп".  

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика