Глава Чувашской
РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём народного единства

08:00 04 ноября 2017 г.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа тӑван ен историйӗ пире пӗрлӗхпе пӗршухӑшлӑх пурнӑҫра мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнине ӑса хывма вӗрентет. Ҫӗршыва захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑ ополчени ҫыннисен паттӑрлӑхӗ, – патриотлӑхӑн хавхалантаракан чаплӑ тӗслӗхӗ, ӑна асра тытса эпир ку чухнехи чи кӑткӑс чӗнӳсем ҫине те тивӗҫлӗн хурав пама пултаратпӑр.

Чӑваш Енре 128 наци ҫынни туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Чӗлхе, тӗн тата культура уйрӑмлӑхӗсене пӑхмасӑр, республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи ӗҫшӗн пӗр чӑмӑра пӗрлешеҫҫӗ, ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусене тата пӗр-пӗрне пулӑшассине мала хуракан йӑласене тирпейлӗн сыхласа упраҫҫӗ, инкекре никама та пӗччен тӑратса хӑвармаҫҫӗ.

Нацисемпе тӗнсем хушшинчи ҫураҫулӑха ҫирӗплетме пирӗн республикӑра чылай общество организацийӗн, хастар активистсен, политика лидерӗсемпе халӑхӑн сумлӑ ҫыннисен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ пулӑшать. Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫни – вӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене хисеп туни. Ку чухнехи нумай ӗҫ-хӗллӗ культура центрӗ тӗрлӗ наци пӗрлӗхӗн представителӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме, халӑхсем хушшинчи тата Раҫҫей шайӗнчи мероприятисене ӑнӑҫлӑ ирттерме май парать.

Хаклӑ ентешсем! Пӗрле чухне – эпир вайлӑ! Обществӑри килӗшӳлӗх малашне те Чӑваш Республикин тухӑҫлӑ аталанӑвӗн, унӑн ҫыннисен тулӑх пурнӑҫӗн ҫирӗп никӗсӗ пуласса шанса тӑратӑп.

Сирӗн килӗрте яланах ҫураҫупа тӑнӑҫлӑх хуҫаланччӑр, чӗрӗре хамӑрӑн нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен ҫутӑ туйӑм вӑй парса тӑтӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей тата пӗтӗм ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                  Михаил Игнатьев

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем народного единства!

История Отечества и родного края учит нас тому, что единство и сплоченность позволяют людям преодолевать любые трудности. Подвиг ополченцев, освободивших страну от захватчиков, – это воодушевляющий пример патриотизма, следуя которому мы сможем достойно ответить на самые сложные вызовы современности.

В Чувашии проживают представители 128 национальностей. Несмотря на языковые, религиозные, культурные различия, жители республики объединяются ради общего дела, берегут традиции добрососедства и взаимопомощи, чутко отзываются на чужую беду.

Поддержанию межнационального, межконфессионального мира в нашей республике способствует деятельность многих общественных организаций, неравнодушных гражданских активистов, политических и духовных лидеров. Открытие Дома дружбы народов Чувашии – это признание их заслуг. Современный многофункциональный культурный центр позволит представителям различных национальных сообществ тесно взаимодействовать, успешно проводить мероприятия международного и всероссийского уровня.

Дорогие земляки! Когда мы едины, мы сильны! Убежден, что общественное согласие и впредь будет прочной основой успешного развития Чувашской Республики, повышения благосостояния ее жителей.

Пусть в ваших домах царят мир и покой, а сердца наполняет гордость за нашу многонациональную Родину! Желаю вам здоровья, счастья и успехов во всех добрых начинаниях!

 

Глава Чувашской Республики                                Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д. 10
Телефон: (8352) 62-46-87
Факс: (8352) 62-17-99, тел. для проверки факса: (8352) 39-32-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика