АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çурт-йĕр программисем пурнăçа кĕреççĕ

08:12 03 ноября 2017 г.

Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан граждансене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси Çурт-йĕр законодательствипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Правительстви тĕрлĕ социаллă ушкăнсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли мĕнпур обязательствăсене пурнăçлать.

Иртнĕ кунсенче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территорилле органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал çурт-йĕр программисене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 3,2 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнине палăртнă. Асăннă пулăшупа усă курса республикăри 5,7 пин çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă та. 562 çамрăк çемьене, специалистсемпе яллă вырăнсенче пурăнакан граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 403 миллион тенкĕ уйăрнă. Элĕк район территорийĕнче вара «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулхи тапхăрччен яллă территорисен çирĕп аталанăвĕ» программа тухăçлă ĕçлесе пырать. Унпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи 9 уйăхра яллă вырăнсенче пурăнакан тата ĕçлекен граждансемпе çамрăк специалистсене социаллă тÿлевсем пама 3 миллион та 106 пин те 592 тенкĕ уйăрнă. Унпа 5 гражданин çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Асăннă программăпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли черетре тата 33 çемье, вăл шутра 5 çамрăк специалист, 28 гражданин тăраççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă кашни ветеран патшалăх хÿтлĕхĕнче. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2010 çултанпа республикăра - 5964, Элĕк районĕнче 200 ветерана ку тĕлĕшпе пулăшу панă. 2017 çулта районта 3 ветеран çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Çавăн пекех районта «Пурăнмалли çурт-йĕр» федерацин тĕллевлĕ программи те тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа асăннă программăпа усă курса районти 9 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеме тата туянма асăннă çемьесене 5 миллион та 647 пин тенкĕлĕх свидетельство панă.

Ку чухне аслисен тимлĕхĕсĕр юлнĕ тăлăх ачасем те хÿтлĕхсĕр теме çук. Кăçалхи иртнĕ тапхăрта районта 4 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 3 607 548 тенкĕ кайнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă ушкăнсене çурт-йĕпе тивĕçтерессипе ĕçленĕ чухне Чăваш Республикин Строительство министерствине, районсемпе хуласенчи администраци пуçлăхĕсене бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курнине, муниципалитет контракчĕсене тĕпе хурса ĕçе вăхăтра пурнăçланине сăнаса тăмаллине асăрхаттарнă.

Э.ЭЛИНА.

КОММЕНТАРИ:

Марина ИВАНОВА, Вутланти фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ:

«6 çул каялла тăван районах ĕçлеме килнишĕн паян самантлăха та ÿкĕнместĕп. Ĕç вырăнĕ пур. Кăçал ятарлă программăпа килĕшÿллĕн ытти çамрăк специалистсемпе пĕрлех пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 500 пин тенкĕ социаллă тÿлеве тивĕçрĕм. Ку вара маншăн та тата тин çеç ура çине тăракан ытти çамрăк специалистсемшĕн те пысăк тĕрев вырăнĕнчех. Асăннă патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Вутланта мăшăрпа иксĕмĕр çурт туянтăмăр. Ăна хăтлăх кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, çитес вăхăтра çемьепе çĕнĕ çурта куçма палăртатпăр. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн, çамрăксене ялтах тĕпленсе ĕçлеме майсем туса панăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен Правительствине чĕререн тав тăватăп».

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика