Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Этнопедагогикăна тĕпе хурса вĕрентекенсен конференцийĕ

09:54 01 ноября 2017 г.

2017 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче тĕп хуламăрăн 12-мĕш шкулĕнче Шупашкар шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхи учителĕн этнопедагогика ĕç-хĕлĕнче Г.Н. Волков  академикăн шухăшĕсене пурнắçа кĕртсе пырасси» темăпа хулан вĕрентÿпе методика V конференцийĕ иртрĕ.

 Конференцие, кăçал, Раççей академийĕн академикĕ Г.Н.Волков профессор 90 çул тултарнине халаллан́ă.

Конференцие 30 ытла çын хутшăнчĕ. Вĕсем чăвашлăх предмечĕсене вĕрентнĕ май чăваш халăх педагогикипе епле усă курни çинчен докладсем турĕç, презентацисем кăтартрĕç.

Конференцие хатĕрлесе ирттерекенĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А.П. Игнатьева. Вăл чăваш чĕлхи учителĕсен этнопедагогика компетенцине ÿстерес тĕллевпе ятарлă вĕрентÿ курсĕ йĕркеленĕ, çак енпе тĕпчев тăвать.

Конферецие хутшăнакансене Г.Н.Волков профессор юбилейне паллă тунă май Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Н.Ю. Гордеева, Чăваш  патшалăх университечĕн профессорĕ В.А. Иванов, пирĕн институтăн наци вĕренĕвĕн ăслăлăх ĕçтешĕ Ю.М. Виноградов доцент тата ытти çынсем тухса саламларĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика