АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çын çухалнă

10:23 06 октября 2017 г.

Çывăх çынпа хутшăнманни чылай ыйтăва татса панă чухне ура хурать. 1988 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче çуралнă Юрий Владимирович Степанов амăшĕпе те, пиччĕшĕпе те çав териех çирĕп çыхăну тытман. Тăван амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, ывăлне вăл юлашки хут 2015 çулта çеç курнă.

Ун хыççăн вăл ăçта ĕçлесе пурăннине те пĕлмен, тăван пиччĕшĕ те Юра шăллĕн пурнăçĕпе кăсăкланман.             Ю.Степанов çухалнине чи малтанах ял çыннисем сиснĕ. 2017 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче ăна ирхине Етĕрне районĕнчи Йуçпан çулĕпе Яккушкăнь еннелле утнине курнă. Каçхине вăл пĕлĕшĕсем патĕнчен кăштах «çуттине» сыпкаланă та тепĕр кунне килме шантарса киле тухса кайнă. Анчах та тепĕр кунне ял çыннисем темĕнле шырасан та ăна тупайман. Кун çинчен 30-а çитмен çамрăкăн пиччĕшне каланă. Вăл та Юрăна тупас тесе пĕр ĕç те туса ирттермен. Ял çыннисем çине тăнипе вара августăн 28-мĕшĕнче амăшĕ ывăлĕ çухални çинчен районти полици пайне килсе пĕлтерчĕ. Ун хыççăн ял çыннисемпе, пĕлĕшĕсемпе курса вăл ăçта пулма пултарнипе кăсăклантăмăр. Вăл «шапашкăна» тухса çÿренĕ Чулхула облаçне, Мускав хулине ыйтса ятăмăр. Федераци шайĕнчи шырава тăратрăмăр. Апла пулин те Юрий Владимирович Степанов ăçта пулнине тупса палăртма май килмерĕ. Ку енĕпе халĕ те шыравсем пыраççĕ. Çапах та, район çыннисем, сирĕнтен те пулăшу ыйтатпăр.  

Унăн паллисем: сăнран пăхсан 25-30 çулта, 170-175 сантиметр çÿллĕш, çинçерех кĕлеткеллĕ, тăрăхларах питлĕ, тÿрĕ, çутă çырă çÿçлĕ, хăлхисем пуç çумне çыпăçарах тăраççĕ, куçĕсем хăмăр, тути çÿхе. Хăй çине хура тĕслĕ футболка, уринче хура тĕслĕ кроссовки пулнă ( ытти çи-пуçне палăртма май килмерĕ).

Уйрăмлăх паллисем: сулахай хулпуççи çинче «ЮРА» е «ЮРИЙ» тесе çырнă татуировка пур, урăх нимĕнле паллă та çук. Пĕлĕш-тантăшĕ «Ондатр» ятпа та чĕннĕ.

Юрий Владимирович Степанов çинчен пĕлнĕ кирек епле информацие те Элĕкри полици пайне 8 (83535) 22-0-96, 22-2-44, 22-3-02 номерсемпе е 8937014 8580 номерпе кĕсье телефонĕ çине шăнкăравламалла.

С.ПЕТРОВ,

уголовлă шырав ушкăнăн оперуполномоченнăйĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика