Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк районĕ 90 ҫулта: Григорьева Валентина Александровна хăйĕн ял советĕнче ĕҫленĕ ҫулсенчи аса-илĕвĕсем ҫинчен

13:23 04 октября 2017 г.

« 1971 ҫулхи июнĕн 18 –мĕшĕнче мана Шĕвĕш ял Совечĕн секретарьне суйларĕҫ, председательте Матвеев Кузьма Матвеевич ĕҫлетчĕ. Вăл вăхăтра халăхран ял хуҫалăх налукĕ, окладной страховани, самообложени кашни хуҫалăхран пуҫтармаллаччĕ. Какаҫ, Пысăк Шĕвĕш, Пĕчĕк Шĕвĕш ялĕсене ҫÿресе укҫа пухаттăм. 1973 ҫулта Шĕвĕш ял Советне Чăваш Сурăм ял Совечĕпе пĕрлештерчĕҫ. Мана 1973 ҫулхи июнĕн 21 –мĕшĕнче ял совет председателĕ М.М.Михайлов Шĕвĕшрен Чăваш Сурăмне автомашинăпа япаласене тиесе, хĕрлĕ ялав вĕҫтерсе лартса кайрĕҫ. Çав вăхăтра депутатсем сессине (пĕтĕмпе 21 депутат) пухăннă пулнă, вĕсем мана лайăх ĕҫлеме сунса Чăваш Сурăм ял Совет секретарне суйларĕҫ. Вара эпĕ хама пысăкрах ĕҫре тата ответлăрах пулмаллине туйса илтĕм.

1977 ҫулхи июнĕн 29 –мĕшĕнче мана Чăваш Сурăм ял Совет председательне суйларĕҫ секретарьте Емельянов Зиновий Семенович ĕҫлерĕ. Ял Совет территоринче пурĕ 12 ял кĕретчĕ. Самообложени укҫи 2 тенкĕччĕ. Çав укҫаран ялсенче ҫĕнĕрен ҫăлсем турăмăр: пурĕ 48 ҫăл турăмăр, 9 ҫăла тĕпрен юсарăмăр. Çăлсем тума Сорминский лесничествăпа калаҫса, халăхсене ĕҫлеме ярса вăрман касса ҫăл пурисем тутартартăмăр. Самообложени укҫипе пĕвесем юсама та усă кураттăмăр. Ял Совет председателĕнче ĕҫленĕ чух Мăн Шĕвĕш,Чăваш Сурăм, Тури Юлăш, Анатри Юлăш ҫăвисене картасем тытрăмăр, ҫăва пÿрчĕсем лартрăмăр, вĕсем халĕ те лараҫҫĕ. Ял Советĕнче 2 уйăхра пĕрре сесси, кашни уйăхра заседанисем иртереттĕмĕр. Ку мероприятисенчи ыйтусене, йышăнăвĕсене халăх патне ҫитереттĕмĕрччĕ, пĕрле татса параттăмăрччĕ.

Вăл вăхăтра ялта халăхĕ те йышлăччĕ, ҫамрăксем те нумайччĕ. Пурте ĕҫлетчĕҫ. Вăл хушăрах харсăррисем те пурччĕ. Вĕсемпе чылай ĕҫлеме, кĕрешме лекетчĕ. Юлташла суд, профилактика Совечĕ, хĕрарăмсен канашĕсене ĕҫлеттерсе чылай ҫынна тĕрĕс ҫултан пăрăнасран хăтарнă. Халĕ ун чухнехи «Харсăрсем» мана тĕл пулсан тав сăмахĕ калаҫҫĕ тĕрĕс ҫул ҫине тăратнăшăн.

Ял Совет председателĕнче ĕҫленĕ чух социаллă ыйтусене татса парас ĕҫре нумай вăй хутăмăр. Мăн Шĕвĕш клубне тĕпрен юсаса штукатуркăларăмăр, ҫемҫе пукансем туянтăмăр, музыка инструменчĕсем, хор валли ҫипуҫсем туянтăмăр. Кивĕ шкул ҫурчĕнче медпункт уҫрăмăр. Элĕкрен –Анатри Юлăш, Тури Юлăш, Шуркасси, Анатри Хурасан, Чăваш Сурăмне асфальтлă ҫулпа ҫыхăнтартăмăр. «Сорма « колхоз кантурне тунă чух ( председателĕ Сергеев Н.М), эпĕ те, министерствăсене ҫитсе, укҫа тупса ял Совечĕ валли виҫĕ кабинет ( председатель валли, специалистсем валли тата милици валли) туса юлтăмăр. Ял администрацине мебельсем, сейфсем илсе лартрăмăр.

Ун чухне Райĕҫтăвкомпа парти райкомĕ ял Совечĕсене ҫу пуҫтарма план паратчĕҫ. Планĕсем 250-450 кг кашни кварталта, халăх ăнланатчĕ, плансене 25-42 % таранах тултараттăмăрччĕ. Çу сутнăшăн халăх каялла комбикормпа тивĕҫтереттĕмĕр. Кашни кварталтах куҫса ҫÿрекен Хĕрлĕ ялав пире тивĕҫетчĕ.Депутатсем те ку енĕпе нумай пулăшу паратчĕҫ. Ун чухне панă тав хучĕсем, грамотăсем халĕ те упранаҫҫĕ. Ял Совет председателĕнче 1982 ҫулхи июнĕн 25 –мĕшĕччен ĕҫлерĕм.

Ял Совет тытăмĕнче пурĕ 24 ҫул ĕҫлерĕм:

18.06.1971 –Шĕвĕш ял Совет секретарĕ;

21.06.1973-Чăваш Сурăм ял Совет секретарĕ;

29.06.1977 -25.06.1982 –Чăваш Сурăм ял Совечĕн председателĕ;

24.03.1986-06.03.1997 - Мартынкасси ял Совечĕн бухгалтерĕ.

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика