Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Федерацин патшалӑх вĕренÿ стандарчӗсем пурнӑçланакан тапхӑрта чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка

13:31 28 сентября 2017 г.

2017 çулхи авӑн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулин 50-мӗш шкулĕнче «Федерацин патшалӑх вĕренÿ стандарчӗсем пурнӑçланакан тапхӑрта чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем умĕнче чи малтанах И.В. Васильева шкул директорӗпе Л.И. Анисимова директор ҫумӗ калаҫрӗҫ, шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Унтан хĕрÿ ĕç пуçланчĕ: М.М. Павлова «Вӑрман – ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ», М.В. Алексеева «Туслӑх татӑлсан мӗн тӑвӑн?», О.И. Алексеева «Кӑмпара», А.В. Петрова «Сайра тӗл пулакан чечексем», О.В. Григорьева «Кӗркунне – илемлӗ вӑхӑт»», Е.В. Кузьмина «Чуна ҫывӑх ҫынсем – асаттепе асанне» темăсемпе  уҫӑ уроксем, В.А. Кузьмин «Савнӑ ҫӗрӗм-шывӑм» урок тулашӗнчи ӗҫ ирттерчӗҫ.

Тĕп калаçу ăсталăх урокĕсем тавра пулчĕ. Ăна Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчӗ А.С. Егорова ертсе пычĕ. Стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, пултаруллă ĕçлекен учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç. 

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировкăна усăллă ирттерме пулăшнăшăн шкул администрацине, уроксемпе мероприятисем ирттернĕ вĕрентекенсене чĕререн тав тăватпăр, малалла ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика