АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк районĕн юбилейне хаклаççĕ

15:50 16 сентября 2017 г.

Николай УГАСЛОВ, «Чăваш наци конгресĕ» Регионсем хушшинчи обществăлла организаци Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Элĕк районне кашни килмессерен кăмăл çĕкленет. Сирĕн пур енлĕ пултарулăхăртан, кирек епле ĕçе те кар тăрса, пĕрле пурнăçланинчен тĕлĕнетĕп, çав вăхăтрах мухтанатăп та. Элĕксем тăхăр теçетке çул хушши пухăннă йăла-йĕркене упраса хăваратăр çеç мар, вĕсене çамрăксене вĕрентсе пыратăр. Элĕк тăрăхĕн историйĕ пуян та интереслĕ пулнине паян культура ĕçченĕсем, Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи аслă ăрурисен пултарулăх ушкăнĕсем театрализациленĕ представленисенче çав тери ĕненмелле сăнласа кăтартрĕç. Аслисемшĕн çеç мар, ачасемшĕн те уйрăмах интереслĕ пулчĕç вĕсем. Юлашки çулсенче Элĕк районĕн ят-сумĕ ÿснинче мĕнпур шайри власть органĕсемпе кунта пурăнакансем пĕрле ĕçленипе пулнă çитĕнÿ. Районта тăван чĕлхепе калаçни, уявсене чăвашла йĕкелесе ирттерни кунта мăн асаттесемпе асаннесен сăмахне çирĕп тытакансем пулнине палăртать. Эппин, малашне те эсир, Элĕксем, хăвăр ят-сума ÿстерсех пырăр, кунта яланах чăвашлăх тапса тăтăр».

 Юрий ЯМСКОВ, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - организаципе тĕрĕслев, кадрпа право ĕçĕсен пайĕн начальникĕ: «Район юбилейĕ - унта пурăнакансен, ку тăрăхри йăла-йĕркене хисеплекен, вĕсене пăхăнса пыракансен пысăк уявĕ темелле. Элĕксем яланхиллех ку сумлă уява тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Урамсене хăтлăх кĕртнĕ. Тĕрлĕ мероприятирен те пуян. Çак ĕçрен вара районти пĕр организаци те юлманни, тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансемпе пĕрле ача-пăчана та, аслă çулсенчисене те савăнма майсем туса пани чи пĕлтерĕшли. Эппин, уяв кĕрекинче пурне валли те вырăн пур. Çакă вара Элĕксем уявра анчах мар, ĕçре те пĕрле кар тăрса тăрăшнине, район аталанăвне пурте тÿпе хывнине, хăй çуралса ÿснĕ вырăна темрен ытла хакланине çирĕплетет. Çавăнпа Элĕксене уяв ячĕпе саламланă май ăнăçу, телей тата пысăкрах çитĕнÿсем тума вăй-хал сунатăп!»

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика