АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк районĕ 90 çулхи юбилейне паллă тăвать

14:34 16 сентября 2017 г.

Сентябрĕн 16-мĕшĕ Элĕк район историйĕнче паллă та пĕлтерĕшлĕ кун пулнипе çырăнса юлчĕ-тĕр. Паян эпир пысăк йышпа Элĕк Енĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă турăмăр. Уява вара республика представителĕсем, кÿршĕллĕ районсен делегацийĕсем, пултарулăх коллективĕсем, алĕç ăстисем, спортсменсем тата пирĕн район ĕç-хĕлне сăнаса тăракан хăнасем йышлăн килнĕ.

Сăмах май, çут çанталăк та Элĕксене валли хăйне евĕрлĕ парне турĕ тейĕн. Хĕвеллĕ çанталăк уява килнисен кăмăл-туйăмне пушшех те çĕклерĕ.

90 çул тăхăр утас мар. Эппин, район историйĕнче темиçе ăру ĕçĕ-хĕлĕ çырăннă. Çакна тĕпе хурса унчченхи çулсенче Элĕк тăрăхĕнчи учрежденисемпе организацисенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче ертÿçĕсенче ĕçленисем район администрацийĕн акт залне пухăнчĕç. Унта килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тав турĕ. «Эсир ĕçченлĕхĕрпе, йывăрлăхран хăрамасăр малалла талпăннипе хисепе тивĕçнĕ, яланлăхах район историне кĕрсе юлнă. Паян тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан çамрăксемшĕн эсир ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕнтен вĕренмелли сахалах мар. Пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, çемйĕрсенче килĕшÿ сунатăп!», - терĕ Александр Николаевич. Район аталанăвне сахал мар тÿпе хывнисене асăнмалăх парнесем пачĕç.

Ун хыççăн район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов мăшăрĕпе, Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталия Яхатина, Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ - Чăваш Енри патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский, Чăвашпотребсоюз Канашĕн Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн V созывĕн депутачĕсем Николай Ванеркинпа Владимир Мидуков, районти предприятисемпе организацисен, Тени, Ехремкасси, Юнтапа ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем купăс çеммипе «Тăванлăх юррине» юрласа Элĕкри культурăпа кану керменĕ еннелле утрĕç.

Ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем, ача сачĕсем, районти организацисемпе предприятисем икĕ ушкăна пайланса «Бобер» магазинтан пуçласа Культура керменĕ таран тури чăвашсен илемлĕ юррине шăрантарса утрĕç. Шăпах Совет Союзĕн Геройĕн М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра виçĕ ушкăн тĕл пулчĕç. Хăнасене Элĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсем, культура çурчĕ çумĕнчи «Топотушки» ташă ушкăнĕн артисчĕсем кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн уява килнисем этнопарка çул тытрĕç. Ĕлĕк пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем тырă вырни, авăн çапни куç умне тухса тăчĕ. Акă теприсем салтак юррисемпе тыткăнларĕç. Хăнасем капăр кĕпер урлă каçсанах вĕсене «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопарк хапхи умĕнче пăлхар çар çыннисен театрализациленĕ çапăçăвне курса киленчĕç.

Ăçтан пуçланса кайнă-ха пирĕн Элĕк районĕ? Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем мĕн ĕçлесе пурăннă? Пирĕн район кун-çулĕ мĕнле аталанса пынă? Район юбилейне халалласа учрежденисемпе предприятисем куравсем йĕркеленĕ. Вĕсенче авалхи вăхăтран пуçласа паянхи кунчченхи кун-çула сăнласа панă. «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕ те тăван район хаçачĕ мĕнле аталанса пынине куравра кăтартса пачĕ.

Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Владислав Волков уçрĕ. Вăл Элĕксем яланах пуçарулăхпа, тăрăшулăхпа палăрнине, йăла-йĕркене çирĕп пăхăннине палăртрĕ. Вăл 2010-2015 çулсенче район пуçлăхĕнче ĕçленĕ Владислав Дубинина «Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят панине пĕлтерчĕ. «Çакăн пек пысăк уявсенче эпир асаттесемпе асаннесене аса илетпĕр. Вĕсем район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Эпир - вĕсен ĕçне малалла тăсакансем», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Патшалăх надзорĕн начальникĕ - Чăваш Енри тĕп инженер-инспектор Сергей Вязовский Чăваш Республикин Пуçлăхĕн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталия Яхатина уяв пухăннисене юбилейпа саламланă май Элĕксем ырă кăмăллă та тарават, ăш пиллĕ çынсем пулнине асăнчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн V созыври депутачĕсем Владимир Мидуковпа Николай Ванеркин тата кÿршĕ район представителĕсем те уяв ячĕпе саламларĕç. Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешсене, ĕç коллективĕсене парнесемпе, Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн коллективĕ те обществăпа политика пурнăçне вăхăтра тата туллин çутатса тăнăшăн, тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, район юбилейĕпе тата район хаçачĕ 85 çул тултарнă ятпа «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Уява районти художество пултарулăх коллективĕсен, ача-пăча сачĕн воспитанникĕсен юрри-ташши илем кÿчĕ. Удмурт Республикинчен килнĕ «Раздолье» фольклорпа эстрада ансамблĕн пултарулăхĕ те пурне те тыткăнларĕ.

Уяв тени ача-пăчасăр мĕнле-ха. Шăп та шай ачасемпе çамрăксем Элĕк Енĕн малашлăхри тĕп шăнăрĕ. Çакна тĕпе хурса вĕсене валли «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорийĕнче интерактивлă лапам йĕркеленĕ. Хĕрачасемпе амăшĕсене валли хитре çивĕт тăвассипе мастер-класс ĕçлерĕ, пĕчĕккисене тĕрлĕ-тĕрлĕ сăрпа пит-куçа илемлетме те май туса панă. Çавăн пекех ташлама юратакансем валли «Штрих код» ташă ушкăнĕн те пултарулăх лаççи ĕçлерĕ.

Фоторепортаж 

Фоторепортаж1

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика