Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каяр шкула - савăк кулăпа

Çуллахи каникулăн савăнăçлă вăхăчĕсем хыçа юлса пыраççĕ. Çапла сисмесĕрех парта хушшине ларма та вăхăт çитет. Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасен ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха? Çак ыйтăва район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Н.И. ЕНДИЕРОВ хуравларĕ. 

- Раççей Федерацийĕн «Вĕренỹ çинчен» саккунĕн 19 статйинче палăртнипе ачасене шкула 6 çул çурăра вĕренме илме юрать. Паллах, вĕсен сывлăхĕ енчен хирĕçлевсем çук пулсан. Анчах та пĕрремĕш класа каяканăн 8 çултан аслă пулмалла мар. 

Ачан ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ыйтса çырнипе учредитель (пирĕн тĕслĕхре вăл районти вĕрентỹ пайĕ) ачана шкула ултă çул çурăчченех илме ирĕк пама пултарать. Кун пек ачан районти вĕрентỹ пайĕнче ятарлă калаçу витĕр тухмалла пулать. Çавăн пекех ĕнтĕ ачана медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан - шкул алăкĕсем уçă. 

Ашшĕ-амăшĕн ачине пĕрремĕш класа ярас умĕн ăна шкула илме ыйтса заявлени çырмалла, ачан сывлăхне кăтартакан медкарта, ăçта пурăннине çирĕплетсе паракан справка тата çурални çинчен ĕнентерекен хутăн копине тăратмалла. Вĕсене пурне те шкула памалла.

Çакна та каласа хăварар, кăçал районта шкул алăкне пурĕ 144 ача уçать. Шел пулин те, Кивĕ Чукалти тата Чукалти шкулсенче пĕрремĕш класа вĕренме каякан пĕр ача та çук, класс та уçăлмасть. Ытти шкулсенче те пĕлỹ тĕнчине утакан ачасен йышĕ питĕ сахал.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики



16 августа 2017
12:50
Поделиться