Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Дамир БАРИЕВ: «Чăвашпа тутар тырă хирĕнче тата та тăванланчĕç»

Дамир БАРИЕВ: «Чăвашпа тутар тырă хирĕнче тата та тăванланчĕç»

КУÇПА виçейми анлă уй-хирте виçĕ KLASS комбайн кĕрхи тулла тỹрремĕнех вырса çапать. Çав тери хăватлă машина вăл: двигателĕ 245 лаша вăйлĕ, тырă бункерĕн калăпăшĕ - 8,2 кубла метр, жатка 6,6 метр сарлакăшне вырать. Бака 350 литр топливо кĕрет. 

«АгроТранСпорт» ООО - Тутарстанра чи лайăх ĕçлекен предприятисенчи пĕри. Иртнĕ çул вăл пирĕн Шăмăршă районĕнчи Чукал, Улмаллă, Кивĕ Чукал çĕрĕсене арендăна илсе унччен çамрăк вăрманпа хыт- хура çеç ашкăрса ỹснĕ, акăнмасăр выртнă хирсене çĕнĕ пурнăç пачĕ. 966 гектар çинче кĕрхи тулă акса çитĕнтерчĕ. Курасчĕ сирĕн паян çак уй-хире! Тырă уйĕ куçа илĕртмелле хỹхĕм, пĕр çумкурăк та кураймăн. Çĕрĕç культурине çирĕп пăхăнса, минерал удобренийĕпе тата хими имçамĕсемпе тĕрĕс те туллин усă курса ĕçленĕрен тухăç та пысăк.

 - Чăваш çĕрĕ çинче вăй хурса ĕçлесси - пысăк савăнăç, - тет «АгроТранСпорт» ООО директорĕ Дамир Бариев. - Тырă хирĕнче чăвашпа тутар тата та тăванланчĕç. Гектартан 35 центнер ытла тырă пуçтарса кĕртетпĕр. Çанталăк лайăх тăрсан, çак эрнере вырма пăттине те çийĕпĕр. 

Инвестора пирĕн тăрăхри пуян çутçанталăк, пуринчен ытла вара ырă сунакан çынсем килĕшнĕ. Унччен 1200 гектар çĕрпе усă курнă пулсан, кăçал арендăна илнĕ лаптăка 2000 гектара çитересшĕн. Кĕр тыррисене кăçалхинчен кая мар акма палăртаççĕ. Районти ытти хуçалăхсенче те кĕрхи культурăсене пуçтарса кĕртеççĕ. Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. 

- Пуринчен малтан «Искра» СХПК кĕрхи тулла тирпейлĕн пуçтарса илчĕ, - пĕлтерчĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Олег Алексеев. - 130 гектарччĕ çак культура патирексен, кашни гектарĕ вăтамран 25-шер центнер тухăç панă.

Игорь Быков, Василий Павлов, Владмир Митрофанов, Олег Хлюкин фермерсем те юлашки гектарсем çинчи кĕр тыррисене вырса çапаççĕ. «Колос» ОООра та ĕç хăвăртлăхĕ пысăк. 

Хăшпĕр хуçалăхсенче тырă ешĕлтерех-ха, пучахсем хăвăртрах ĕлкĕрччĕр тесе хире хими препарачĕпе пĕрĕхеççĕ. Вăхăт васкатать, малашне çумăр çуса чăрмантармĕ тесе никам та çирĕплетме пултараймасть. 

Кĕраки те çывхарса çитрĕ темелле. Хальлĕхе районĕпе 2454 гектар çĕр хатĕр. Планпа вара 3100 гектар çинче кĕрхи культурăсем акмалла. Тĕпрен илсен, кăçалхи тухăç вăрлăхĕпе усă курĕç. 

Олег Николаевич кĕрхи тулла имçамласа кăна акмаллине,çĕре минерал удобренийĕпе апатлантармаллине палăртсах каларĕ. 

... РАЙОН администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕ паян çарти штаба аса илтерет. Фермерсем вырăнти лару-тăру çинчен шăнкăравласах тăраççĕ. Ăçта мĕн çитменнине те çийĕнчех пĕлме пулать. 

Çитменни вара, паллах, тем чухлех. Ĕç пĕр чăрмавсăр та тикĕс пымасть ĕнтĕ, ял çыннисен йывăрлăхсене çĕнтерме тивет. «Çанталăк çеç лайăх тăтăрччĕ, хирте тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха шăла çыртса та пулин пуçтарса илетпĕрех», - теççĕ комбайнерсем. 

Хăйсен пурнăçĕнче çĕршыври пĕр курортра та канса курман вĕсем, апла пулин те Крымри е Сочири чаплă пляжсенче хĕртĕннинчен те ытларах хĕвелпе пиçсе хуралнă. Шăлĕсем çеç шап-шуррăн курăнаççĕ. Тупата, хам художник пулас пулсан чăн-чăн арçынсен портречĕсене шăпах ылтăн тĕслĕ тырă хирĕнче ỹкернĕ пулăттăм. Вĕсем - çĕршыва тăрантаракансем, вĕсем - çĕр-анне ывăлĕсем! 

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики



15 августа 2017
12:07
Поделиться