Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Волков вулавĕсем» ăнăçлă иртрĕç

14:34 27 июня 2017 г.

Этнопедагогикăна пуçарса яракан Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа çĕртме уйăхĕн 22–24-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Конференци ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, влаç органĕсенче тăрăшакансем, ăсчахсем, педагогика ĕçченĕсем, обществăлла организацисен пайташĕсем, Тутарстанран, Мари Элтан, Пушкăртстанран, Калмăк, Алтай, Хакаси, Саха (Якути), Коми, Чечен республикисенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. «Волков вулавĕсенче» Казахстан, Туркменистан, Молдова, Беларуç, Узбекистан, Китай çĕр-шывĕсен ятарлă представителĕсем те пулса курчĕç.

– Наци культурин пуян туприне упрама пĕлмелле. Халăхăн йăли-йĕркине ăша хывмалла, вĕренÿре усă курмалла, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтармалла, – тесе чĕнсе каларĕ конференцие уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

Педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов профессор Г.Н. Волков этнопедагогăн ĕçĕсене 32 халăх ывăлĕ-хĕрĕ малалла ăнăçлă тăсса пынине палăртрĕ. Геннадий Никандровичăн Мускавра университетра ĕçлесе пурăнакан тăван хĕрĕ Тамара Богданова Чăваш Республикинче педагогсене хатĕрлес ĕçре хăйĕн ашшĕ ăс панă вĕрентекенсем пысăк тÿпе хывнине ырласа Михаил Игнатьева, конференци ĕçне йĕркелекенсене тав турĕ.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Волков вулавĕсем» конференци тĕрлĕ тематика лапамĕсене пайланса ĕçлерĕ. Шупашкарти Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 62-мĕш вăтам шкулта «Идеи этнопедагогики в условиях современной школы» форум иртрĕ. Конференцие хутшăнакансем кунта чăваш халăх юррисене юрлама хăнăхса, пирĕн асаттесемпе асаннесен вăййисене выляса, чăваш тĕррин илемне курса киленме, Геннадий Волкова халалланă шкулти музейпа паллашма пултарчĕç. Тематика лапамĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хатĕрленĕ «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ пурне те килĕшрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика