Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешсемпе мухтанатпăр

Шупашкарта "Тимĕрĕн асамлă сасси" мастер-класа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Питтĕпел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Балтаев ирттернĕ. Хальхи вăхăтра республикăра тимĕрпе ĕçлекенсем Балтаевсем кăна.

Уявра миçе çын пысăк мăлатукпа хăйне валли чăваш тĕрриллĕ "укçа" çапман-ши? Хăшĕ-пĕри хăй аллипе çапса кăларнă укçана енчĕкне те хунă.

Николай БОЛТАЕВ, ỹнерçĕ:

- Енчĕкре хурсан унтан укçа татăлмĕ. Вăл ăнăçупа савăнăç та илсе килĕ. Унта хĕвел палли, телей çыххи тата пурнăç вăрлăхĕ сăнарланнă.

 

 
 

 

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»



25 июня 2017
20:54
Поделиться