Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика Кунне уявлăпăр!

Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çĕртмен 23-24-мĕшĕсенче "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль иртмелле. Унта 28 регионтан пурĕ 28 коллектив хутшăнмалла. Китайри Аньхой провинцийĕнчен те пĕр ушкăн килмелле. Мероприяти çĕртмен 23-мĕшĕнче, 18.00 сехетре Хĕрлĕ лапамра пуçланать, 24-мĕшĕнче çак вырăнтах ку уяв Гала-концертпа хупăнать. "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале килнисем çĕртмен 24-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнче иртекен Республика Кунне халалланă уявра та хутшăнĕç.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 11 сехетре Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пуçланĕ. Вунсакăр регионтан пурĕ 27 юрă-ташă коллективĕ килме ыйтса çырса янă. Беларуç çĕршывĕнчи "Атăл" наципе культура автономийĕ йĕркеленипе Шупашкара пирĕн ентешсем çитĕç. Хĕрлĕ тÿремре иртекен Акатуйра пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ, спорт тата чăваш халăх вăййисем пулĕç.

Чăваш Республикинчи районсен тата регионсен "картишĕсем" те Хĕрлĕ тÿремрех вырăн тупĕç.

Уяв концерчĕсем Шупашкарти мĕн пур районсенче, тĕрлĕ лапамсене: Лакрей вăрманĕ, Шупашкар 500 çул тултарнине халалланă паркра, Юханшыв портĕнче, "Шупашкар" суту-илÿ çурчĕ умĕнче, А.Г. Николаев ячĕллĕ паркра, чăваш наци библиотеки умĕнче тата "Çеçпĕл" кинотеатр умĕнче пулĕç.

Каç енне, 16:30 сехетрен 18:00 сехетчен, "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале тата Акатуя хутшăнакансем тата ытти пултарулăх ушкăнĕсем Шупашкар урамĕсемпе утса Хĕрлĕ лапама анĕç.

Çавăн пекех çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче наци музейĕнче "Тĕнчери этнокультура" темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртмелле. Чĕмпĕр, Чулхула, Мари Эл, Чăваш ен ал-ĕç ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Кăçалхи Республика Кунне халалланă уяври çĕнĕлĕх вара - "Анне" палăкĕ умĕнче пин ачана пĕрлештернĕ Раççей ача-пăча хорĕ юрлани пулĕ.



23 июня 2017
16:24
Поделиться