Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăкалăх ялĕн уявĕ

21:49 11 июня 2017 г.

Çут çанталăк сăпкинче вырнаçнă Çăкалăх ялĕ çак кунсенче хăйĕн сумлă 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тăван кĕтесе халăх йышлă пухăнчĕ. Уява килнĕ хăнасене Н.В.Исакова вĕрентекен Раççей Геройĕ Л.С.Константинов ячĕпе хисепленекен музейра кĕтсе илчĕ. Унтан пурте вăрман çумĕнчи илемлетсе капăрлатнă тÿреме васкарĕç.

Уяв программине Т.А.Авдеева вĕрентекен ертсе пычĕ. Чи малтанах куракансен умне А.А.Михетова хатĕрлентернĕ шкул ачисем юрă-ташăпа тухрĕç. Вĕренекенсем Çăкалăх ялĕнчен тухнă паллă çынсем: Н.Теветкел сăвăç, П.Н.Васильев таврапĕлÿçĕ, Т.А.Тумаланова журналист çырнă сăвă йĕркисене çĕкленÿллĕ туйăмпа вуларĕç.

Савăнăçлă пухăва Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Н.Кураков уçрĕ. Шкул директорĕ Ф.К.Скворцов ял-йыша, хаклă хăнасене саламланă май уява лайăх ирттерме пил пачĕ. Ун хыççăн шкулта нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Н.А.Павлова Çăкалăх ял историпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Малалла сцена çине ялти хĕрарăмсен пултарулăх ушкăнĕ «Вăйă юррипе» тухрĕ . М.П.Мамуткина чуна тивмелле вуланă «Тăван ял» сăвă хыççăн куракансем тăваллăн алă çупрĕç. Çĕрпÿ районĕнчен çитнĕ «Шуçăм» ансамбль шăрантарнă юрăсем те куракансене хаваслă кăмăл парнелерĕç.

Малалла уяв программине Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсем тăсрĕç.

Савăнăçлă лару- тăрура иртрĕ юбилей. Ялта пурăнакан çынсене тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç. «Чи вăрăм ĕмĕрлĕ çын» ята 93 çулхи Е.П. Куракова тивĕçрĕ. Çавăн пекех çак ята 91 çул çинче пыракан П.П.Павлова, Е.М.Тумаланова, А.А.Федорова ватăсем тивĕçрĕç. Арçынсем хушшинче вăрăм ĕмĕрли –Н.К.Кураков пулчĕ. Вăл 86 çул çинче пырать. «Нумай ачаллă çемье» ята 9 ача çитĕнтернĕ Татьянăпа Валерий Михайловсем, «Чи çамрăк ача» - Б. Алексеев, «Тин чăмăртаннă çемье» хисепе Марияпа Виталий Семеновсем тивĕçрĕç. «Ялти чи тирпейлĕ хуçалăх» ята А.С. Ситниковсен тата Ю.Ф.Тумалановсен çемйисем çĕнсе илчĕç.

Уява килнисене А.Г.Кириллов тата О.В.Ефимова хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Пĕрисем юрă-ташăпа савăннă чухне теприсем ăсталăхне спорт тупăшăвĕнче тĕрĕслерĕç. Ф.К.Скворцов тата А.И.Кошелев хатĕрленĕ спорт вăййисем хĕрÿ иртрĕç. Вăрăм шалча çине хăпарассипе Д.Семенов, шерте тăрăх утассипе Д. Кондратьев, алă вăйне виçессипе Ю.Алексеев, кĕвентепе шыв йăтассипе О.Абрамова, хăвăрт чупассипе М.Кошелева, С.Сейфуллин, пăшалтан тĕл перессипе Ю.Тумаланов, Н.Николаева, кире пуканĕ ывăтассипе С. Кузьмин, В.Алексеева палăрчĕç. Вĕрен туртса илессипе «Чемпион» ушкăна çитекенни пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илнисене пурне те хаклă парнесемпе чысларĕç.

Пухăннисем В.В.Николаева, М.П.Мамуткина, С.С.Шмелева, Ю.Е.Малинина, М.Н.Кондратьева, М.С.Исакова, К.А.Кошелева тăратнă алĕç куравĕсене пысăк хак пачĕç.

Ял халăхĕ уява ирттерме пысăк пулăшу панăшăн М.Н. Макаровăна тав турĕ.

Чăваш йăлипе пурне те тутлă шÿрпепе сайларĕç. Тăван ялăн юбилейне çÿллĕ шайра ирттерме тĕрлĕ енчен пулăшу панă çынсене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Тавралăха каç чатăрĕ карсан та ял халăхĕ саланма васкамарĕ. Уяв кашнин чунĕнче ырă туйăм хăварчĕ. Таврари сĕм-сĕм вăрмана янратса чылайччен юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ватă юмансем, лапсăркка çăкасем, салтак пек тÿрĕ хырсем те тăван ялăма саламланăн хĕпĕртесе кашларĕç. Малашлăху вăрăм пултăрччĕ юратнă ялăм, Çăкалахăм!
Просмотреть все изображения

Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика