АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаклă ентешĕмĕрсем!

00:00 01 июня 2011 г.

Ульяновск облаçĕнче иртекен Чăваш Республикин Культура кунĕсене хутшăнакансем тата Пĕтĕм Раççейри чăваш наци уявĕн «Акатуйăн» хăнисем!

Раççейри чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсем хушшинчи культура çыхăнăвĕсем çултан çул çирĕпленсе, вăйланса пыраççĕ. Ульяновск облаçĕнче иртекен Чăваш Республикин Культура кунĕсем тата Пĕтĕм Раççейри чăваш наци уявĕ «Акатуй» – пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕн, туслăн хутшăнса ĕçленине çирĕп­летекен ырă тĕслĕх.

Чĕмпĕр çĕрĕ чăваш культурипе искусствин тата çут ĕçĕн вун-вун паллă ĕçченне çуратса ÿстернĕ. Çак пархатарлă вырăнтах Уралпа Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене çутта кăларас енĕпе ырми-канми тăрăшнă, тăван ха­лăхне çырулăх тата Çĕнĕ Халалăн Турă Çырăвĕсене парнеленĕ Иван Яков­левич Яковлев çуралса пурнăç çулĕ çине тăнă.

Çак тăватă кун илемлĕхе юратакан çынсен чĕринче чи çутă туйăмсемпе палăрса юласса, вĕсене чăваш наци культурипе историйĕн калама çук пуян еткерĕпе туллин паллашма, Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республики хушшинчи культура ылма­шă­вĕсене кăна мар, чăваш çыннисем пурăнакан Раççейри пĕтĕм регион, çавăн пекех ун тулашĕнчи мĕн пур вырăн хуш­­шинчи культура ылма­шă­вĕсене те анлăрах тума пулăшасса шанса тăратăп. Уяв витĕмĕ чăваш тĕнчин хастарĕсене ырă ĕçсем тума хав­халантарасси тата ма­лашлăхра шанчăклăн туйма çĕнĕ вăй-хал парне­лесси пирки те иккĕ­ленместĕп.

Çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, çĕнĕ çитĕнÿсем, ырлăх тата телей сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,

Чăваш Республикин Президенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика